Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Хисепленĕ, талантне хакланă

13 сентября 2019

Чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа ыран 95 çул çитет. Элĕк районĕнчи Тури Выла арĕн пултарулăхĕ тухăçлă та тĕрлĕ енлĕ.
Юбилее — парнепе
Вăл — пирĕн литературăн ылтăн çÿпçине ĕмĕрлĕхех кĕме тивĕçлĕ хайлавсен авторĕ. Александр Спиридонович хăйĕн «Алтăр çăлтăр», «Симĕс ылтăн» повеçĕсене «Салампи» романĕ пекех юратса хакланă. Ахальтен мар вăл «Суйласа илнисем» /1986, 1 том/ тухнă хыççăн та вĕсене 1995 çулта «Çăлтăр çумăрĕ» кĕнекинче çав тери нумай юсаса, хушса çырса кăларнă. Паянхи том та — «Пĕрле тÿснĕ тантăшсем» — тÿрлетÿсене шута илнипе тухнă.
Кĕнекене халăх писателĕн сумлă юбилейĕ умĕн Чăваш кĕнеке издательстви пичетлесе кăларчĕ. Унăн редакторĕ тата ăна пухса хатĕрлекенĕ Василий Кошкин-Кервен. Çĕнĕ кăларăмра — «Алтăр çăлтăр» /Çăлтăр çумăрĕ/, «Симĕс ылтăн» /Пĕрле тÿснĕ тантăшсем/, «Юлашки юрă» повеçсем.
«Алтăр çăлтăрпа» «Симĕс ылтăн» произведенисен ячĕсем çĕнелнине вулакан туйса илчĕ ĕнтĕ. Вĕсене автор хăй тÿрлетнĕ терĕмĕр. Мĕншĕн-ши? Çакăн вăрттăнлăхĕсене умсăмахра Геннадий Хлебников-Шанар литература критикĕ тата хыçсăмахра кĕнеке редакторĕ Василий Кошкин-Кервен çырса кăтартнипе паллашсан ăнкарса илетĕнех.
Геннадий Хлебников, нумай çамрăка литература çулĕ çине тухма пулăшнăскер, Артемьевăн пултарулăхне юратса тĕпченĕ, ырланă çеç мар, тепĕр чухне кăлтăксене те палăртса хăварнă. Сăмахран, «Улма йывăç авăнать» повеçĕн тĕп шухăшĕ тĕрĕс мар пулса тухнине пурнăç хăех çирĕплетсе панине аса илтерет, çав йăнăш мĕнрен килнине те лайăх асăрхаттарать. Çапах та паллă критик Александр Артемьева питĕ хисепленĕ, талантне хакланă.
«Алтăр çăлтăртан» — «Çăлтăр çумăрĕ»
«Алтăр çăлтăр» повеçре — вутра çуннă çамрăклăхăн шăпи, кун-çулĕ. Александр Артемьев çын кăмăлĕн, чысĕн, тивĕçĕн тĕшшине, чун тасалăхĕпе çирĕплĕхне пурнăçпа вилĕм хушшинче сăнанă, чи пысăк виçепе хакланă. Çавăнпа асăннă произведени паян та актуаллă.
Акă кĕнеке редакторĕ хыçсăмахри «Тÿрлетÿсем питĕ пĕлтерĕшлĕ» статьяра çапла çырнă: «Алтăр çăлтăр» уншăн ку повеçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çав вăхăтрах вăл повеçĕн ячĕ айне «Çăлтăр çумăрĕ» тесе алăпа çырса хунă.
— Мĕншĕн ялан салху сăнлă эсĕ, Георгий?
— Хура кĕркунне çуралнă, çавăнпа салху сăнлă пулнă пуль, — шÿтлеме пăхрăм эпĕ.
Çакна автор çапларах юсанă:
— Хура кĕрхи каç, çăлтăр çумăрĕ çунă чух, çуралнă, çавăнпа салху сăнлă пулнă пуль, — шÿтлеме пăхрăм эпĕ.
«Çăлтăр çумăрĕ» тенине мĕншĕн кĕртнĕ-ши автор? А.Артемьев нихăçан та илемшĕн çеç пейзажпа усă курман, çут çанталăка ыт ахальтен çеç çырса кăтартман, геройăн, сăнарăн, кăмăлĕпе, шухăш-туйăмĕпе çыхăнтарнă.
Çăлтăрсем хура кĕркуннехи каçсенче ытларах йăр та яр! ÿкнине асăрханах ĕнтĕ кашниех. Вĕсем йĕтре вĕçнине те аса илтереççĕ. Вăрçи вара чи илемлĕ тапхăрта пуçланнă. Тен, çакăнта автор вăхăт çитмесĕр хура кĕркунне алăкран шакканине систересшĕн пулнă?
Прозăра та поэт
Çак сăмахсем те Артемьев çинченех. Унăн произведенийĕсем чуна çатăрласа илекен лиризмпа пуян. Вăл вулакана систермесĕрех хайлавăн чăтлăхне е уçлăхне илĕртсе кĕрсе каять.
«Симĕс ылтăн» повеç 1972 çулта кун çути курнă. Анчах ăна критиксем Артемьевăн тĕп хайлавĕсен шутне кĕртмен. Мĕншĕн-ши? Тен, «Симĕс ылтăн» ят янраман, çавăнпа унта ним те çук пек туйăннă. Повеçĕн ячĕ вулакана туртса кĕрсе кайманни авторне хăйне те шухăшлаттарнă-мĕн. Темиçе вариант та пулнă иккен унăн. Ахальтен мар «Ялав» журналта /1968/ пĕр сыпăкĕ «Пĕрле тÿснĕ тантăшсем» ятпа тухнă. Г.Хлебников-Шанар критик «Салампи» роман хыççăн писателĕн хайлавĕсенче лиризм хавшани çинчен палăртнă. Тĕрĕссипе, сăлтавĕ урăххинче те пулĕ: тĕп сăнар — Валентин Актаев — хăмла ĕрчетес ĕçре ют çĕршывран вĕренмелли çинчен уççăнах каланă. Ун чухне «аяккалла пăхма» юраман.
Мĕнле улшăнусем кĕртнĕ-ха автор повеçе? Тĕслĕхсем илсе кăтартар-ха: «Нимĕçсем Атăл хĕррине çитсе тухнă теççĕ». Тÿрлетĕвĕнче — «нимĕç çарĕсем». Тĕрĕсрех-çке. Халăхĕ кунта куçса килмен. «…Дон шывĕ урлă каçнă чух пĕтрĕç». «Чакса каçнă» сăмахпа мĕн пулса иртнине туллин кăтартать. Хăш-пĕр тĕлте Александр Артемьев тÿрлетÿсемпе çеç çырлахман — хушса çырнă йĕркесем те пур. «Разведротăра старшини унăн шÿтне хăйне евĕр ăнланчĕ» сăмахсем хыççăн çапла тăсать: «Хамăр лагерьсенче те ырринех курман пуль-ха эсĕ. Илткеленĕ унта мĕнлереххине», — шухăшларĕ Кузнецов». Геройĕ тыткăнра çеç мар — айăпсăрах сутăнчăк ята илтсе хамăр патăртах вăйлă асапланнине çак йĕркесемпе витĕмлĕн палăртнă автор.
ШУХĂШ
Василий КОШКИН-КЕРВЕН, кĕнеке редакторĕ тата пухса хатĕрлекенĕ:
— Александр Артемьев — чĕлхе ăсти, питĕ тĕплĕ çыравçă. Вăл Николай Ашмарин словарьне виçĕ хутчен конспектланă. «Салампине» темиçе хутчен çĕнетсе çырнă. Унăн хăш-пĕр сăмах çаврăнăшĕ, халăх каларăшĕ çунатлă сăмах пек туйăнать. Кĕнекене кĕнĕ хайлавсем журналсенче, кĕнекесенче те темиçе хутчен тухнă. «Алтăр çăлтăр» тата «Симĕс ылтăн» повеçĕсем 1986 çулта «Суйласа илнисен» 1-мĕш томнее кĕнĕ. Писателĕн мăшăрĕ Валентина Петровна упăшкин кĕнекине мана панăччĕ. Уçса пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм: авторĕ «Суйласа илнисенчи» повеçсене ручкăпа «тĕрлесе пĕтернĕ», чылай вырăнта хуша-хуша çырнă е хăш-пĕр çĕрте турта-турта хунă, ахăртнех вĕсене тепĕр хут кăларма хатĕрленнĕ-мĕн. Çапла вара вĕсем 1995 çулта «Çăлтăр çумăрĕ» кĕнекине кĕнĕ. Вăл вилнĕ хыççăн чылай вăхăт иртсен, 2008 çулта, «Çулăмра çуннă çамрăклăх» кĕнеке тухнă. Унта та асăннă повеçсем пур. Шел те, авторăн тÿрлетĕвĕсене шута илеймен, «Суйласа илнисенчен» çеç пичетлесе кăларнă. Çавăнпа шкул ачисене е студентсене вĕрентнĕ чухне «Пĕрле тÿснĕ тантăшсем» кăларăмпа усă курни чылай тĕрĕсрех. Çакна та каласа хăварас килет: «Çăлтăр çумăрĕ» кĕнеке валли текстсене пичетленĕ чухне машинистка авторăн тÿрлетĕвĕсене асăрхамасăр сиктерсе хăварнисене те ку кăларăма кĕртмех тăрăшрăмăр.
«Хыпар», № 103-104/27536-27537/.
13.09.2019.