Хăнара ‒ чăваш çыравçисем
13 апреля 2019
Иртнĕ юнкун пирĕн района паллă çыравçăсем ‒ Раççей писателĕсен пĕрлешĕвĕн тата Чăваш Республикин писателĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем ‒ Светлана Асамат, Улькка Эльмен (Ольга Куликова) тата Светлана Гордеева килсе кайрĕç.
«Литература çулçỹревне» республикăри Наци библиотеки йĕркеленĕ. Çыравçăсемпе пĕрле асăннă библиотека директорĕ С.Старикова, унăн çумĕ Т.Баймушкина тата наци литературин тата библиографи пайĕн тĕп библиотекерĕ О.Тимофеева пулчĕç. Калас пулать, халĕ республикăра «Çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке» акци иртет. Çавна май Наци библиотекин ĕçченĕсем те, кĕнеке çыракансем те республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пулса курма тăрăшаççĕ.
Малтан çыравçăсем, пайланса, хулари тĕрлĕ вулавăшсене çитсе курчĕç. Улькка Эльмен тĕп вулавăшра районти библиотекарьсемпе (вĕсем çав кун семинара пуçтарăннăччĕ) тĕл пулчĕ, хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Ольга Геннадьевна ‒ «Упраймарăм сана» 3 томлă роман, «Ма инçе-ши çăлтăрăм?», «Кая юлнă ỹкĕнỹ» тата ытти кĕнекесен авторĕ. Унăн произведенийĕсене хĕрарăмсем питĕ юратса вулаççĕ. Çыравçă хĕрарăмăн психологине (психологи енĕпе ятарласа вĕреннĕ иккен вăл) аван пĕлнипе палăрса тăрать. Хайлаври сăнарсене ĕненмелле, пурнăçа çывăх кăтартма пĕлет. Унăн кĕнекисем темиçе хут та «Çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнекесен» шутне лекнĕ. Калас пулать, «Упраймарăм сана» романăн 3-мĕш томĕ пĕлтĕр кăна тухнă пулин те вулакансем хушшинче хăвăрт саланчĕ. Вĕсем уйрăмах çыравçă умра тăракан йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентнине çỹллĕ шая хурса хаклаççĕ. Ольга Геннадьевна хăйĕн хайлавĕсене хăш вăхăтра шăрçалама май тупни те тĕлĕнтерет. Мĕншĕн тесен вăл пĕчĕк мар предприятие – «Вурнарыдорстрой» уçă йышши акционерлă обществăна нумай çул ертсе пырать.
Светлана Асамат хулари çемье вулавăшĕнче Коновалово микрорайонĕнче пурăнакансемпе тата кунти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн вĕренекенĕсемпе тĕл пулчĕ. Республикăра ăна пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл сăвăç та, юрăç та, композитор та. Хăех купăспа баян калама пултарать. 20 ытла кĕнеке (вĕсенчен 7-шĕ вырăсла), 200 ытла юрă авторĕ. Вăл йĕркелесе пыракан «Юратнăран» телекурава та халăх юратса пăхать. «Çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке» акцие вăл "Хĕрарăм чĕри" кĕнекепе хутшăнать. Унта çыравçă 39 чĕлхерен куçарса тĕнчери чи лайăх хĕрарăм-сăвăçсен 83 хайлавне вырнаçтарнă. Унăн "Çăка çеçки çурăлсан" проза кĕнекине те вулакансем хапăл туса йышăнаççĕ.
Светлана Гордеева вара хулари ача библиотекинче хăна пулчĕ. Кунта пуçтарăннă çамрăк вулакансене хăйĕн кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Вăл çыравçă çеç мар, ỹнерçĕ те. Кĕнекери ỹкерчĕксене хăех тăвать. Унăн хайлавĕсем ытларах ачасем валли. Вĕсем çутçанталăка юратма вĕрентеççĕ. Кăмпасене, чечексене Светлана Денисовна сăвăласа сăнлать. Электричествăна перекетлеме вĕрентекен кĕнеке те пур унăн. Ăна республикăри Строительство министерстви шкулсенче методичка вырăнне усă курма сĕннĕ. Автор 15 кĕнеке кăларнă, вĕсенчен чылайăшĕ ‒ ачасем валли.
Юлашкинчен çыравçăсем пĕрле пуçтарăнса Кукашнири вулавăшра тата ялти Культура çуртĕнче халăхпа тата Кукашнири вăтам шкулăн вĕренекенĕсемпе тĕл пулчĕç. Вырăнти ял хутлăхăн пуçлăхĕ С.Емельянова çыравçăсене тĕлпулушăн, килсе кайма вăхăт тупнăшăн чĕререн тав турĕ.
И. ЛЬВОВ.
«Пирĕн сăмах», Сĕнтĕрвăрри район хаçачĕ, № 28(10283).
13.04.2019.