Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Кĕнеке вулакан чунпа пуян»

12 апреля 2019

АЧАЛĂХĂМПА çыхăннă аса илÿ çăмхине сÿтнĕ май куç умне шавах тăван Анат Чаткас библиотеки тухса тăрать. Ял варринчи пысăках мар вулав çуртне эпир, вĕт-шакăр, кун сиктерсе тенĕ пек чупаттăмăр. Вуласа тухнă кĕнекесене тавăрса параттăмăр та теприне суйлаттăмăр. Тараватлă та ăшпиллĕ библиотекарьсем ‒ Валя аппапа Лена аппа ‒ паллашнă хайлавсем пирки ыйтса пĕлетчĕç, çĕннисене сĕнетчĕç.
«Вулăр, ачамăрсем. Вулакан тĕрĕс çырма хăнăхать, шухăшлама вĕренет. Кĕнеке ‒ чун апачĕ», ‒ асăмра юлнă вĕсен сăмахĕсем.
Эпир çитĕннĕ 70-80-мĕш çулсенче халăх йышлăн çÿретчĕ библиотекăна. Ку самана таппинчен килнĕ ĕнтĕ. Валентина Марковнăпа Елена Дмитриевна Тихоновăсен професси ăсталăхĕпе те çыхăннă, паллах.
Çепĕç чĕлхеллĕ, вашават библиотекарьсем халь тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Апла пулин те, чаткассен асĕнчех вĕсен ырми-канми ĕçĕ, ял-йышăн ăс-хакăл тата культура шайне ÿстерме хывнă тÿпи.
Сăмахăм вара нумаях пулмасть 70 тултарнă Валентина Марковна Морозова пирки пулĕ.
...1948 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Пĕччен мар, хăйĕнчен темиçе минут аслăрах пĕр тăванĕпе ‒ Кольăпа. Çемьере йĕкĕрешсем аслисем пулнă. Вĕсем хыççăн тата виçĕ шăллĕ çуралнă. «Восход» колхозри уй-хир бригадин хастар колхозници ‒ Пелагея Васильевна тата Марк Гаврилович ‒ хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх фермин заведующийĕ, почта турттаракан ‒ ачисене пĕчĕкрен ĕçе, тирпее хăнăхтарнă. Вĕсем йĕркеллĕ, халăхшăн усăллă çын пулса çитĕннĕ.
Валентина шăллĕсемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче пулса вĕренÿре, обществăлла ĕçре хастарлăх кăтартнă. Анат Чаткасри 8 çул вĕренмелли, Палтиелĕнчи вăтам шкулсенче ăнăçлă вĕреннĕ хыççăн тÿри Тури Чаткасри клуб заведующийĕнче ĕçлеме пуçланă. Ял çыннисен канăвне йĕркелессишĕн ырми-канми тимленĕ. Юрра-ташша ăстаскер, халăха концерт-спектакль лартма хутшăнтарнă. Унтан ‒ мĕн пенсие тухиччен ‒ Анат Чаткасри библиотекăра вăй хунă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ ‒ 37 çул.
Библиотекарь ĕçĕ ‒ кăсăклă, çав хушăра канăçсăр. Шкул ачи е студент, ĕç çынни е пенсионер ‒ пурин кăмăлне те тивĕçтернĕ В.М. Морозова. Илемлĕ литература хайлавĕ е наука статйи, е хаçат-журналăн черетлĕ номерĕ... Вулав çуртне килекен унсăр кайман. Вулакансен йышĕ чакман, ÿснĕ çеç.
Паллă пулăмсем ‒ суйлав, çыравçă е ĕç çыннин юбилейĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ форум тĕлне пуян содержаниллĕ кĕнеке выставки, викторина, вулав конференцийĕ йĕркеленĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмашкăн районти ĕçтешĕсене семинара чĕннĕ.
Культура «вучахĕ» чаткассемшĕн нихçан та иксĕлмен. 70-90-мĕш çулсенче кашни уяв тĕлне концерт е спектакль лартнă ял активĕ. Тĕслĕх кăтартса тĕп рольсенче вылянă Валентина Тихонова. «Кама саван ‒ çавна ил», «Судра» йышши чаплă пьесăсем ялăн ылтăн фондне кĕрсе юлнă.
Библиотекарьсен пуçарулăхне кура авалхи йăла-йĕрке те çĕнĕрен «чĕрĕлчĕ». Туй, çĕнĕ хăта, улах сăри, кĕр сăри, сурхури, ака туй, вăйă...
Чаткасра çеç мар, çывăхри ялсене, кÿршĕллĕ Патăрьел, Тутарстанри Çĕпрел районĕсене те асанне-асаттемĕрсен «мерченĕсене» илсе çитернĕ.
‒ Килтен киле çÿресе çынсене художество пултарулăхĕн ĕçне явăçтараттăмăр, ‒ ăшшăн аса илет пенсионерка. ‒ Никам та хирĕçлемен.
Республикăра чи малтанхи фольклор ансамблĕ чаткассен пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. Улах сăрине сцена çине кăларма йĕс шăнкăрав пек уçă саслă хĕрарăмсем пулăшнă. Вĕсем: Лидия Муллина, Вера Тихонова, Елена Угасина, Елена Уткина, Лидия Ухорская, Ольга Зиновьева, Евдокия Юманова, Вера Воробьева, Вера Пыркина, Римма Муравьева. Анатри чăвашсен йăли-йĕркине кăтартма вырăнти артистсем Шупашкара К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрне те çитнĕ.
90-мĕш çулсенче 63 çынран тăракан Чаткас хорĕ Юрий Бакин баянист ертсе пынипе шĕкĕр хуламăрти П.Хусанкай ячĕллĕ Халăх театрĕнче ăсталăха кăтартма тивĕçнĕ. Ентешĕмĕре ‒ ЧР тава тивĕçлĕ артисткине Валентина Молодцыгинăна 25 çулхи пултарулăх каçĕнче саламлама каллех республикăн тĕп хулине çитнĕ чаткассем. Мĕнешкел пысăк чыс!
Купăсçăсем вуншарăн тухса халăха кĕвĕ-çемĕпе савăнтаратчĕç. Пыркинсен династийĕ кăна мĕне тăрать. Ашшĕпе виçĕ ывăлĕ мĕн тери хавхалану кÿретчĕç ял çыннисене. Коля Пыркин халĕ республикипех хăйĕн асамлă кĕввине янратать. Талант!
Ал ĕç ăстисен пултарулăхне ÿстересси те ‒ библиотекарь пуçарăвĕ. Кавир тĕрлекен, кофта-юбка, кĕпе, косынка, алса-чăлха çыхакан ăсталăха ÿстерме, пропагандăлама мĕн чухлĕ выставка йĕркелемен-ши тата! Сăмах май, Валентина Марковна хăйĕн ал ĕç япалисене ял шкулĕн музейне парнеленĕ. Пархатарлăх ку!
Библиотека ĕçĕпе пĕрлех общество ĕçĕн лавне те талпăнса туртнă В.М. Морозова. Нумай çул хушши Хĕрарăмсен Совечĕн председателĕнче тăрăшнă. Ĕç маякĕсемпе, нумай ачаллă хĕрарăмсемпе, «симĕс шĕвек» «авăрне» путнисемпе, интернационалист салтаксемпе мĕн чухлĕ «çавра сĕтел» йĕркелемен-ши... Тĕрлĕ сферăри специалистсене чĕнсе вуншар çынна кирлĕ пулăшу панă. «Восход» колхоз правленийĕн председателĕ М.Н. Ухваркин, профсоюз председателĕ П.И. Пыркин, комсомол организацийĕн секретарĕ Н.П. Синелева мероприятисене ирттерме хутшăннă, ĕçлĕ канашпа тата укçа-тенкĕпе пулăшнă. Пĕрлĕхре ‒ вăй!
Агитатор ĕçĕ мĕне тăнă! Кăнтăр апатне, çĕрлехи вăхăта, килти ĕç-хĕле пăхмасăр ака, тыр çи вăхăтĕнче кунсерен «Çиçĕм» кăларнă, уй-хир ĕçченĕсене каннă хушăра политсехет ирттернĕ.
Паллах, агитбригада вăйĕпе хирте, йĕтем çинче концерт лартнă. Механизаторсемпе колзозниксене тата тăрăшарах вăй хума хавхалантарнă. Çапла, библиотекарь пуçарăвĕ, ĕçĕ виçесĕр пулнă.
Ĕçри хастарлăхшăн В.М. Морозовăна ял, район, республика шайĕнчи Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе чысланă. Ман шутпа, пысăкрах хисепе те тивĕçлĕ вăл.
...Мăшăрĕпе, ялти чипер те ĕçчен Петр Морозовпа ‒ спектакльсенче пĕрмаях кил хуçисен ролĕнче вылянăскерпе ‒ пĕр çемье çавăрнă Валентина. Унпа виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Питĕ шел, Петр Ивановичпа аслă хĕрĕ Алена пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç (йывăр тăприсем çăмăл пулччăр). Халĕ Ваня ывăлĕпе тата унăн çемйипе пурăнать Валентина Марковна. Икĕ хутлă керменре тирпейлĕ, хăтлă. Хулари пек, пĕтĕм услови пур. Çуркуннерен пуçласа мĕн юр лариччен вĕсен пахчинче 30 ытла тĕслĕ чечек илемĕпе куçа илĕртет, иртен-çÿрен кăмăлне çĕклет. Сăмах май, «Чи лайăх чечек пахчи» ята та çĕнсе илнĕ Морозовсем. Кинĕн ‒ «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакторĕнче тăрăшакан Наталия Николаевнăн ‒ ылтăн алли, ырă чунĕ 7 теçеткери хунямăшне вăй хушать. Пуянкассинче тымар янă Татьяна хĕрĕ çемйипе килĕшÿре пурăнни те чунне уçать. Сакăр мăнукĕ вара Валентина Марковнăшăн ‒ чун йăпатмăш.
Пурнăç таппинчен юлмасăр чăвашла тухса тăракан мĕн пур издание çырăнса илеççĕ килте. Вулама пурте юратаççĕ. Телейлĕ асламăшĕ тата кукамăшĕ ытарайми мăнукĕсене, хăнăхнă йăлипе, пĕрмаях сĕнет: «Вулăр, пепкемсем. Кĕнекепе хаçат-журнал нумай вулаканăн ăсĕ ‒ çивĕч, чунĕ пуян пулать».
З.ВОРОБЬЕВА.
«Шăмăршă хыпарĕ», № 26(11413).
12.04.2019.