Корзина
(пусто)
(0 руб.)

КĔНЕКЕ ÇŸЛĔКĔ. Эмиль халь пирĕнпе чăвашла калаçать.

19 апреля 2019

Ачасем çинчен çырса тĕнчипе чапа тухнă Астрид Линдгрен кĕнекисене çĕре яхăн чĕлхене куçарнă. Акă унăн геройĕсенчен пĕри — Эмиль — иртнĕ çултанпа чăвашла та калаçма пуçларĕ. Çĕнĕ кăларăм çинчен ăна чăвашла куçарнă Галина Матвеевăпа калаçăпăр.
— Галина Алексеевна, «Леннебергăри Эмиль мыскарисем» повеçе чăвашла куçарас шухăш хăçан çуралчĕ?
— Çак кĕнекене хамăн ачасем пĕчĕк чухнех туяннăччĕ, халĕ те упратпăр. Кивелми кĕнеке вăл. Пĕчĕк шăпăрланăн хăтланăвĕсем, мыскарисем ывăлăмсене кăна мар, хама та питĕ тыткăнланăччĕ. Эмиль ниçта та çухалса каймасть, ĕçлеме ÿркенмест, выльăх-чĕрлĕхе юратать… Ăна чăххи те, лаши те, сысни те кирлĕ. Вăл чăннипех пурнăç çынни. Çавăнпах-и çак кĕнекене хăçан та пулсан пĕрех чăвашла куçаратăп тесе хама сăмах панăччĕ.
— Тинех вăхăт çитрĕ апла…
— Малтан, хаçатра вăй хунă чухне, литература анине сухалама пачах май çукчĕ. Кĕнеке издательствинче те кану, апатлану сехечĕпе усă курса кăна куçарнă. Малтан килте Лилианна Лунгина швед чĕлхинчен вырăсла куçарнă кĕнекери 3-4 страницăна вуласа тухаттăм та кашни предложение ăсра куçарса хатĕрлеттĕм. Ĕçре вара, кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче, çынсем уçăлма тухсан, оператор патне каяттăм. Çапла икĕ уйăх ĕçлерĕмĕр. Кĕнекен электрон версийĕпе килте тата çавăн чухлĕ тăрмашрăм. Текста хатĕрлесе çитерсен унпа издательствăн тĕр редакторне паллаштартăм.
— Астрид Линдгренăн еткерçисем патне мĕнле тухрăр?
— Борис Чиндыков çыравçă пулăшрĕ. Манăн çырăва акăлчанла куçарса пачĕ, ăна Швецие ярса патăмăр. Унта эпĕ çак кĕнекене питĕ килĕштерни, ăна чăваш ачисене тăван чĕлхепе вулаттарас килни çинчен çыртăм, пулас кăларăма хам мĕнле курнине сăнласа патăм. Тивĕçлĕ канура пулнă май, ăна хам шутпа кăларма, гонорар тÿлеме пултарайманнине палăртнăччĕ.
Нумай кĕттермерĕç, хурав килчĕ. Пичетлеме ирĕк пачĕç, гонорарне ячĕшĕн те пулин тÿлеме тивнине пĕлтерчĕç. Кĕнекене пичете яричченех шведсем пирĕнпе çыхăнса тăчĕç. Хăш-пĕр тÿрлетÿ те пулчĕ. Сăмахран, пĕр ÿкерчĕкре хĕрарăмсем алкаллăччĕ. Унти хуторта пурăнакан хĕрарăмсем алка çакса çÿремен-мĕн. Ытти енчен чăркăшса тăмарĕç, мĕншĕн тесен Ирина Калентьева ÿнерçĕ питĕ тăрăшса, юратса ĕçлерĕ: ÿкерчĕксене нумай тĕспе те, хура-шурăпа та пурнăçларĕ, Эмиль касса кăларнă кÿлепесене те вырнаçтарчĕ. Çаксем ачасемшĕн кăсăклă пулса тухрĕç. Произведенире кулăш питĕ нумай. Куçарнă текстра та, ÿкерчĕксенче те ăна упраса хăварнă. Çавăнпа кĕнеке кăмăла каймалла пулса тухрĕ пек туйăнать.
— Чăваш Эмилĕ ытти кĕнекеринчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
— Ырă кăмăлпа, чун ăшшипе пурнăçланă ĕç яланах лайăх туйăм çуратать. Çакна шведсем те палăртрĕç.
— Повеç ытла та çăмăллăн вуланать…
— Пĕрремĕш страницăранах стиле упраса хăварма тăрăшрăм. Кĕнекене вулакан ача автор хăйĕнпе калаçнине туйса пырать. Сăввисене те хăварнă. Эмиль калакан сăвăсем сăнарлăхĕпе пуянрах. Ашшĕн, ытлашшипех çирĕп çыннăн, юрри-сăвви чухăнрах. Автор юриех çапла çырнă. Куçарура та çакна шута илнĕ.
— Швед ачипе чăваш шăпăрланĕ хушшинче уйрăмлăх çук та пек. Эсĕ асăрхарăн-и?
— Ачасем, кирек хăш халăхăн та, выляса ÿсеççĕ, ашшĕ-амăшне пулăшса, ĕçлесе çитĕнеççĕ. Пысăк уйрăмлăх çук ĕнтĕ. Швед кухни, чăн та, тĕлĕнтерет. Унта уяв валли мĕн тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлемеççĕ пулĕ. Ашкăнма юратакан ачасен сăнарĕсем чăваш литературинче те пур, анчах та çакăн пек пысăккăн тухнă произведение асăнма пултараймастăп. Эпĕ Василий Сорокинăн «Ĕне хĕсĕр пулать», Иван Шухшин «Çил çуна», Виталий Енĕшĕн «Асаннĕр пур-и?» калавĕсене, Дмитрий Суслинăн «Димка ашшĕне шырать» кĕнекине юратса вуланăччĕ. Эмиль çинчен çырнă повеç — тĕнче классики. Ăна чăваш ачисем тăван чĕлхепе вулама пултарни питĕ лайăх. Ачасем валли кăна мар, çитĕннисемшĕн те усăллă кĕнеке ку. Эмиль амăшĕн чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнмелле. Вăл хăйĕн тĕпренчĕкĕнчен пурпĕрех йĕркеллĕ çын çитĕнессе туйса, шанса тăрать.
— Куçармашкăн писательсен произведенийĕсене мĕне кура суйласа илетĕн?
— Юлашки вăхăтра куçарусемпе нумай ĕçленĕ. Вунă кĕнеке те пулчĕ пулĕ. Пĕтĕмпех — ачасем валли. Эпĕ чаплă, паллă писательсене куçарас тесе ăнтăлмастăп, ачасене хăшĕ кăсăклăрах, кирлĕрех — çавсене суйласа илетĕп. Ытларах чухне хамăр патрах пурăнакан вырăсла çыракан авторсемпе ĕçлетĕп. Вĕсен кĕнекисем Мускавра, Питĕрте пичетленеççĕ пулсан чăвашла та тухчăр.
— Юлашки вăхăтра мĕн çыратăн?
— Хальтерех кăна-ха «Мăшăр çунат» кĕнеке тухрĕ. Ачасемпе çамрăксем валли чăвашла произведенисен ал çырăвĕсен конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ вăл. Сăмах май, эпĕ асăннă конкурс ачасемпе çамрăксем валли çыракан авторсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртса хăварасшăн. Хавхалантарать вăл. «Мăшăр çунатра» республика тулашĕнче çитĕннĕ хĕр пурнăçне уçса панă. Унти ĕç-пуç иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен варринче пуçланать. Чăваш шкулĕсене вырăслатаççĕ, ачасене наци тумĕпе çÿреме чараççĕ. Çак пулăмсене йышăнма пултарайман хĕрача шкул пĕтерсен Чăваш Ене куçса кайма ĕмĕтленсе пурăнать. «Унта чăвашла калаçма та, вулама та никам та чармĕ», — шухăшлать вăл. Вăхăт иртет, пикен тĕллевĕсем, йывăррăн пулсан та, пурнăçа кĕреççĕ. Кĕнекере хĕрарăмăн нуши-асапĕ, савăнăçĕпе кулянăвĕ малта тăрсан та, çав пулăмсем тăван чĕлхе çинчен шухăшланă сĕм çинче никĕсленнĕ. Чăваш чĕлхи патшалăх чĕлхи пулса тăнине кĕтсе илчĕ манăн героиня.
Надежда СМИРНОВА калаçнă.

ПИРĔН СПРАВКА
Галина Матвеева /Антонова/ Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ялĕнче 1957 çулта çуралнă. 1974 çулта Калининăри вăтам шкултан, 1980 çулта А.М. Горький ячĕллĕ Урал патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1980-1999 çулсенче «Коммунизм ялавĕ» /1991 çултанпа — «Хыпар»/ хаçатра корреспондентра, пай ертÿçинче, тишкерÿçĕре, пай редакторĕнче, 1999-2003 çулсенче «Хресчен сасси» хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕнче, 2003-2006 çулсенче «Советская Чувашия» хаçатăн аслă корреспондентĕнче, тишкерÿçинче ĕçленĕ, 2007-2016 çулсенче — Чăваш кĕнеке издательствинче. «Хамăркка», «Чăваш», «Его звали Чуваш», «Курак тăманĕ», «Мăшăр çунат» кĕнекесен авторĕ. Д.Суслинăн «Юрапи», «Димка ищет папу», «Опасная тайна», Л.Кадкинăн «Детство на гору спешит», Ж.Яновскаян «Академик корабельной науки», Н.Васильевăн «Сказки радужного города» ярăмĕнчи кĕнекисене, Андрей Растворцевăн калавĕсене чăвашла куçарнă. «Чуччу кашти авăнать», «Уçăлма тухнă шăши çури», «Кил илемĕ» тата ытти кăларăма пухса хатĕрленĕ. Вăл — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

ШУХĂШ
Ольга ФЕДОРОВА, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ:
— Астрид Линдгренăн Эмилĕпе эпир ача чухнех паллашнă. Лара-тăра пĕлменскер темĕнле пăтăрмаха та лекет. Ун чухне вăл пирĕнпе «вырăсла калаçатчĕ». Нумаях пулмасть Галина Матвеева çыравçă тата куçаруçă, çавăн пекех Ирина Калентьева ÿнерçĕ тăрăшнипе Эмиль пирки çырнă кĕнеке илемлĕ ÿкерчĕксемпе чăвашла пичетленчĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хунă май çак кĕнекене кăларас ĕçе хам та хутшăнтăм. Астрид Линдгренăн еткерçисемпе электрон почтипе тăтăшах акăлчанла çыру шăрçаласа çыхăну тытма тиврĕ. Вĕсем кăларăма пичете яриччен кăтартма, çак кĕнеке Швецире тĕрлĕ çулта тĕрлĕ ятпа пичетленнине те палăртма ыйтрĕç. «Питĕ илемлĕ ÿкерчĕксем пулса тухрĕç, Эмиль питĕ кăмăла кайрĕ», — палăртрĕç юлашкинчен.
«Хыпар», № 43—44/27476—27477/.
19.04.2019.