Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Калӑпӑшӗпе пӗчӗк кӗнекере - пысӑк туйӑмсем (ГТРК "Чувашия")

20 июня 2024

Тӑван ҫӗршыва тӑшманран сыхласси мӗн ӗмӗртен - сӑваплӑ тивӗҫ, паттӑрла ӗҫ. Чӑваш ҫыравҫисем ятарлӑ ҫар операцийӗнче Раҫҫейӗн тӗллевӗсене хӳтӗлекен салтаксене пулӑшас тесе сӑвӑ пуххи хатӗрлесе кӑларнӑ. Кӗнекене филармони, Чӑваш академи драма, Вырӑс драма тата Ҫамрӑксен театрӗсен артисчӗсемпе пӗрле хӑтларӗҫ.

Кӑкӑр ҫумӗнчи кӗсьене кӗмелле кӑларнӑ кӗнекере - ҫӗршыва хӳтӗлекенсем валли ҫырнӑ чӑвашла тата вырӑсла хайлавсем. Сӑмах ӑстисем нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑрӑн никам ҫӗнейми паттӑрлӑхӗ, Раҫҫее чунтан юратни, ҫӗнтерӳ ҫывӑххине шанни ҫинчен ҫыраҫҫӗ. "Салтаксене халалланӑ сӑвӑ пуххине кӑларас шухӑш икӗ ҫул каяллах тӗвӗленнӗччӗ", - тет республикӑри профессионал писательсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Улькка Эльмен.

"Zа победу! Ҫӗнтерӳшӗн!" ятлӑ сӑвӑ пуххине кӗске хушӑра вулакан патне ҫитерме Чӑваш Ен ертӳлӗхӗ пулӑшнӑ. Калӑпӑшӗпе пӗчӗк кӗнекере - пысӑк туйӑмсем, авторсем халӑх чунне ӑнланса ун сассипе калаҫаҫҫӗ: ҫак шухӑша палӑртрӗ Республика Пуҫлӑхӗ. "Эпир Ҫӗнтерӗве шанса пӗр чӑмӑра пӗрлешнине ӗнентерекен пулӑм ку", - тере Олег Николаев. Хайлавсен редакторӗсене, Галина Матвеевӑпа Светлана Гордеевӑна, Тав ҫырӑвӗпе хавхалантарчӗ.

Пӗр пин тиражпа кӑларнӑ сӑвӑ пуххине 40 ытла авторӑн хайлавӗ кӗнӗ. Нумайӑшӗн ҫывӑх ҫынни халӗ ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать. Юрий Сементер Чӑваш халӑх поэчӗн мӑнукӗ, сӑмахран, ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунӑ. Валентина Ситова Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сементерӗн тӑван хӗрне халланӑ сӑввине вуларӗ.

Кӗнекен пӗр пайӗнче - вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ сӑвӑсем. Тӑлмачи - Галина Матвеева. Вӑл тӑшмана хирӗҫ пӑшалпа та, перопа та ҫапӑҫакан паттӑр сӑвӑҫсен хайлавӗсене те пирӗн вулакан патне ҫитермесӗр хӑварма пултарайман.

Республикӑри профессионал писательсен Союзӗ фронта тӑтӑшах пултарнӑ таран пулӑшса тӑрать. Хальччен те ҫар хатӗрӗсем илме укҫа-тенкӗ те, апат-ҫимӗҫ те, алса-чӑлха та, эпир кашни самантра вӗсемпе иккенне ӗнентерекен витӗмлӗ, тӑванла хӗрӳ сӑмахлӑ ҫырусем те ӑсатнӑ.
Сӑвӑ пуххи тепӗр гуманитари пулӑшӑвӗпе пӗрле кӗҫех салтаксем патне ҫитӗ. Сӑмах хӑватне ӗмӗртен пӗлекен ҫыравҫӑсем халӗ ҫакӑн йышши тепӗр кӗнеке - калав-повесть пуххи - хатӗрлеме пуҫланӑ. Кӑкӑр кӗсйинчи ҫак кӗнеке, сӑвӑсенчи кӗлӗ салтак чӗрине пульӑран упратӑр.

Марина Карягина, Вадим Владимиров

Источник: ГТРК "Чувашия"

Подробнее о книге...