Кайăкĕ мĕн ятлă-ши?
30 апреля 2020
Чăваш литературинче автан çинчен çырнă хайлав нумай. Ирех вăранакан килти кайăка Николай Шелепи, Николай Карай, Алексей Воробьев, Николай Ыдарай, Ăсан Уçăпĕ, Петĕр Çăлкуç тата ытти çыравçă чылай сăвă-калав халалланă.
Халăх сăмахлăхĕнче те ăна сума суни сисĕнет. «Автан калаçма та пĕлмест те, ун чĕлхине пурте ăнланаççĕ», «Автан çиччĕ авăтмасăр тул çутăлмасть», «Шухă автан çăмартарах авăтать» ваттисен сăмахĕсем ку шухăша уççăн çирĕплетеççĕ. Çак кунсенче кĕнеке çӳлĕкĕ автана халалланă çĕнĕ кăларăмпа пуянланчĕ — Чăваш кĕнеке издательствинче кĕçĕн çулхи ачасем валли Олег Кульевăн «Айван автан» сăвăсен пуххи пичетленчĕ. Ăна Екатерина Васильева çамрăк художникăн çутă та ырă ӳкерчĕкĕсем илемлетеççĕ.
Кĕнекери сăвăсем пĕчĕк вулакана чăваш сăмахлăхĕн тĕнчине ертсе кĕреççĕ, хастар та ĕçчен ачасемпе паллаштараççĕ… «Кайăкĕ мĕн ятлă-ши?» ярăмра вулакансем вĕçен кайăксемпе паллашма пултараççĕ, унсăр пуçне Олег Георгиевич рифмăсем те тупма сĕнет.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
«Хыпар», № 47-48(27630-27631).
30.04.2020.