Икĕ паллă çыравçăна хисеплесе
31 мая 2019
Кăçал, 2019 çулхи чÿк уйăхĕнче, паллă чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитет. Çавна май Чăваш кĕнеке издательствинче Сергей Павловăн «Асамлă кĕпер» автобиографиллĕ повеçĕ пичетленсе тухрĕ. Кăларăм ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2018 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Повеçри тĕп герой – авторĕ хăй. Вăл Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çеçпĕл Мишшин асламăшĕпе куккăшĕ вĕсен ялĕнчен иккен. Пулас çыравçă пурнăçĕнче ашшĕ сăнарĕ пысăк вырăн йышăнать. «Эпĕ те аттене юрататăп... «Ашшĕне пăхнă», – теççĕ те ман пирки, ку пушшех хĕпĕртеттерет: вăл ÿкерме ăста, нимĕçле калаçма-çырма пĕлет, ăна ватă-вĕтĕ хисеплет», – тесе çырать ун пирки автор. Лукиян Иванович Иванов историк тата таврапĕлÿçĕ пулнă иккен, ялсен историне, тăван тăрăхри паллă çынсен кун-çулне тĕпченĕ, пĕтĕмпех çырса пынă. Çакă чылай вăхăт иртсен çыравçă пултарулăхне пысăк витĕм кÿнĕ.
Сергей Лукияновичăн ашшĕ кăвар чĕреллĕ поэтăн шăллĕпе Гурий Кузьмичпа туслă пулнă, вăхăт тупăнсанах Лукиян Ивановичсем патне килсе кайнă, Çеçпĕл Мишши пирки каласа панă, çав асаилÿсене çыравçă «Асамлă кĕпере» кĕртнĕ. Вĕсем Çеçпĕл Мишши пурнăçне тата туллирех уçса параççĕ, поэт биографине халиччен чылайăшĕ пĕлмен самантсемпе пуянлатаççĕ.
Мĕншĕн-ха кĕнекене «Асамлă кĕпер» ят панă автор? Хайлаври арçын ачасем çут çанталăка сăнама юратаççĕ. Асамат кĕперĕ икĕ паллă чăваш çыравçине çыхăнтарать тесе ĕненет тĕп герой. Камсем-ши вĕсем – куна вулакан повеçпе паллашсан пĕлĕ.
Кăларăма Сергей Павлов тата Лидия Филиппова çыравçă архивĕнчи сăнÿкерчĕксем, авторăн ача чухнехи ÿкерчĕкĕсем пуянлатаççĕ.
Л. ЛЕВАЦКАЯ.
Ÿкерчĕксем çинче: «Пурçăн тутăрĕпе анне пуринчен чипер…», Автор – ачалăх çулĕсенче», «Атте сывлăшĕ темĕнле асамлăх хумĕ пек…»
«Ялав», Куславкка районĕн хаçачĕ, № 21(9979).
31.05.2019.