Икĕ чĕлхепе пичетленнĕ
26 июля 2019
Чăваш кĕнеке издательствинче чылай çул тухса тăнă «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăм вулакансемшĕн чи кĕтнисенчен пĕри пулса тăчĕ. Фольклорăн тĕрлĕ жанрĕсене уйрăм тома пухса сарă хуплашкаллă кĕнекене вырнаçтарнă.
Кăçалтан вара вулакансем халăх пултарулăхĕпе чăвашла çеç мар, вырăсла та паллашма пултараççĕ. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмпа черетлĕ кăларăм кун çути курчĕ. Ăна пĕрремĕш хут чăвашла тата вырăсла хатĕрленĕ. Вăл «Паттăр юмахĕсем. Богатырские сказки» ятлă. Пухса хатĕрлекенĕ – Надежда Ильина, наука редакторĕ – Геннадий Николаев, кăларăм редакторĕ – Алина Майорова.
«...Хамăр несĕлсен сăмахлăхĕн ылтăн-мерчен пек тĕслĕхĕсене ...упраса хăварас, çав пуянлăхпа ытти халăх вулаканĕсемпе тĕпчевçисене паллаштарас тĕллевпе Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 40 томран тăракан фольклор пуххине хатĕрлеме тытăнчĕ...» – çапларах ăнлантарса панă кĕнеке пĕлтерĕшĕ пирки редколлеги членĕсем.
Чăвашла тата вырăсла текстсене юнашар вырнаçтарнă, вырăсла филологи куçарăвĕ оригинала çывăх. «Паттăр юмахĕсенче мифологиллĕ эпос йĕрĕсем аван упранса юлнă. Çак хайлавсем пирĕн сăмахлăхăн кун-çулне, хăйне евĕрлĕхне, кÿршĕллĕ халăхсен культурине те лайăхрах ăнланма пулăшаççĕ», – тесе палăртать кĕнекене хатĕрлекен умсăмахра. Юмахсене литература илемлетĕвĕсĕр кĕртнĕ. Кăларăм вĕçĕнче сайра тĕл пулакан чăваш сăмахĕсен ăнлантарăвне панă.
О. ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.
«Ялав», Куславкка районĕн хаçачĕ, № 29(9987).
26.07.2019.