Эпĕ Чăваш Енре çуралнă (Национальная телерадиокомпания Чувашии)
31 мая 2023
Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче парнеллĕ пулма май пур. «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă». Çак ятпа хатĕрленĕ парне пуххине малашне тин çуралнă пур ача та тивĕçĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырура та ачаллă çемьесене пулăшмалли, хавхалантармалли пирки каланăччĕ. Нарăс уйăхĕнче ку енпе Хушу та кăларчĕ.
Шупашкарти президент перинаталь центрĕнче шăв-шав тăрать. Тин çеç çуралнă ача нăйкăшни, телейлĕ ашшĕн кулли, савăнăçлă амăшĕн калаçăвĕ, хавхалануллă тăванĕсен саламĕ – сыватмăшра темччен илтĕнчĕ. Кунта киле кайма хатĕрленекен ачасемпе амăшĕсене саламлаççĕ.
– Эпир кăçалтанпа çакăн пек питĕ лайăх йăла пуçарса ятăмăр. Чăваш Республикинче çуралакансене кăçалтанпа 1-мĕш январьтен пуçласа хальлĕхе эпир парнесене килĕсене çитерсе парăпăр. Паянтан пуçласа кашни çуралакан ача больницăран тухнă чухне çакăн пек парнене илĕ. Эпир унччен те çулталăкне икĕ хутчен 1-мĕш июньте тата тĕрĕ кунĕнче çуралнисене пĕчĕк парнесене тиĕçтернĕччĕ. Телейлĕ ачалăх çулĕнче кашни ача валли пултăр тесе палăртса хутăмăр. Хыснаран укçа та уйăрса хунă. Малалла ялан пулакан йăла пулĕ. Парнене илекенсем пурте ку кĕтменлĕх пулнине палăртаççĕ.
– Пире питĕ кăмăллă. Эпир ку парнесене пĕрремĕш хут илетпĕр. Мĕнле парне парассине палăртма Чăваш Енре сасăлав та ирттернĕ. Унта виçĕ пин çурă çын хутшăннă.
АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Çак парне шутне тĕрлĕ енлĕ ача-пăча валли, çемье валли усăллă япаласем кĕрĕç. Çак парне шутне кĕртес япаласем пирки малтан эпир çамрăк çемьесемпе, ачана кĕтекен çемьесемпе сÿтсе яврăмăр. Вĕсен сĕнĕвĕпе килĕшӳллĕн çак парне шутне кĕрекен япаласене çирĕплетрĕмĕр».
Кровать çине сармалли хатĕр, «Сывлăх чун илемĕ» çырнă ал шăлли, «Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем» кĕнеке, Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен ача çуралнă ятпа саламлă çыру – «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» парне пуххине çаксем кĕреççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕнчен килне каякансем те парнене тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Михаил Ноздряков Геронтьевсен, Корниловсен, Диомидовсен, Дарчиевсен, Бахтеровсен çемйисене «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» асăнмалли япаласем тыттарчĕ. Çак кун нумай сыватмăшран тухакан тин çуралнă ача ячĕпе саламсем пулчĕç.