Ентешĕн çĕнĕ кĕнеки
27 июля 2019
Пурнăçра тĕрлĕрен пулать. Савăнасси те, çынна кÿрентересси те. Çапах та пурнăç малалла-çке. Яланах ыррине шанас килет. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Анатолий Волковăн «Малалла-ха пурнăç, малалла» романĕ пичетленчĕ. Кăларăма çыравçăн тĕрлĕ çулсенче шăрçаланă калавсем, эссе, повесть тата роман кĕнĕ.
Мĕн пирки-ха ку кĕнеке? Хирургире ăнăçлă ĕçлекен çыравçа тухтăрсен пурнăçĕ уйрăмах çывăх. Вĕсен пăшăрханăвне, канăç паман шухăшĕсене, ĕçри йывăрлăхпа савăнăçне витĕр курса, пĕлсе тăрать вăл. Шăпах тухтăрсем унăн тĕп сăнарĕсем пулса тăраççĕ. Чылай ĕç-пуç кĕнекере Николай Андреевич Андреев хирургпа çыхăннă. Чирлин пурнăçне çăлас тесе чунтан тăрăшаканскер тĕрлĕ çынпа тĕл пулать. «Талайсăр хĕрарăм» калавра, сăмахран, эрех вырăнне уксус эссенцийĕ ĕçсе чирленĕ хĕрарăма, апат пырĕ питĕрĕнсе ларнăскере, еплерех операци туса çăлма пулать-ши тесе пăшăрханаççĕ тухтăрсем. Лешне вара пачах урăх ыйту канăç памасть иккен. Мĕнлерех сăмахсемпе тав тăвать-ха вăл Николай Андреевича? Куна пĕлес тесен калавпа паллашмалла.
«Малалла-ха пурнăç, малалла» романра тĕпре – Николай Андреевич вырăнне йышăннă Анемподист Никодимовичпа Андреев хушшинчи хирĕç тăру. Кĕнекен малтанхи страницисенче вĕсем туссем пулнине уççăн куратпăр пулсан, хисеплĕ ятшăн ăшталанакан Анемподист Никодимович романра вулакан умне пачах тепĕр енчен тухса тăрать. «Ĕçлеме йывăр пулсан та шăла çыртса ниме пăхмасăр, пурнăçран юлмасăр малаллах талпăнасчĕ. Анемподист Никодимович кансĕрлесен те пĕр шухăшлă вĕренÿçĕсемпе чарăнмасăр, суйласа илнĕ çултан айккине пăрăнмасăр, унчченхи пекех, çĕнĕрен çĕнĕ технологисене алла илсе сиплев процесне кунран-кун лайăхлатасчĕ. Ертÿçĕ улшăнни ĕçе нихăш енчен те ан начарлатайтăр. Пурнăç малаллах шунине никам та ан чарайтăр», – çапла палăртать хăйне валли Николай Андреевич. Тĕпрен илсен, çак сăмахсем роман шухăшне пĕтĕмĕшле уçса параççĕ. Анчах Николай Андреевич кафедра ертÿçи каллех пулайĕ-ши? Куна вара хайлав кăтартĕ.
Кĕнекене çавăн пекех «Кăвак тÿпе» повесть, Игнатий Тимерзяевăн, çĕршывĕпе паллă хирургăн, пурнăçĕнчи чи интереслĕ самантне уçса паракан «Çамрăк хирургăн телейлĕ кунĕ» калав кĕнĕ. Кăларăмăн чĕлхи чĕрĕ те пуян, сăнарĕсем асра юлаççĕ.
Дарья МОРОЗОВА.
«Елчĕк ен», Елчĕк районĕн хаçачĕ, № 56(11634).
27.07.2019.