Елен Нарпин çĕнĕ кĕнеки
05 июня 2019
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Елен Нарпин «Хĕл лариччен» кĕнеки кун çути курчĕ.
Унта унăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă повеçĕпе калавĕсем кĕнĕ. Вĕсенче, тĕпрен илсен, ырăпа усал кĕрешĕвĕ, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем мала тухаççĕ. Чун-чĕрепе ăс-пуç хирĕç тăрăва кĕрсессĕн тÿрĕ çултан пăрăнасси, пурнăç шăнăрне çухатасси те часах.
«Хĕл лариччен» повесть Сергейпа Элинăн туйăмĕсене çутатса парать. Хĕр чĕринчи юрату хĕлхемĕ савнă тусĕ çемьеленсен те, пике качча кайсан та сÿнмест. Вăл Элинăна асаплантарать, çав хушăрах пултарулăхра çитĕнÿсем тума пулăшать. Çулсем иртсен çĕнĕ вăйпа чĕрĕлсе тăнăскер савăнăç-ши е куççуль халаллĕ сăнарсене.
Пĕрремĕш юрату хăвачĕ вышкайсăр пысăк пулнине, çулсем иртсен те вăл этеме витĕм кÿнине, хăй тыткăнĕнчен вĕçертменнине çыравçă ăста кăтартса парать: «Туйăмсем вĕреме кĕнĕ тейĕн, йăлтах арпашуллă, чĕнÿллĕ, çылăхлă... Пуçăмра тан-тан тан таппи... Юрататăп... Юрамасть... Çылăх, ун мăшăрĕ пур!.. Анчах кĕлеткем те, аллăмсем те, тута та тек нимĕн те итлесшĕн мар. Пултăрин... Пултăрах... Ах-х... Вăл - ĕмĕтĕмри çыннăм. Ах-х, тĕлкĕшекен кăвар çине çара уран пуснăн йăлтах хĕмленет...»
Этемĕн унчченхи йышăнăвĕ-суйлавĕ паянхи куна тÿрремĕнех витĕм кÿрет текен шухăш калавсене кăшăлласа тăрать. Вĕсенче мистикăллă сĕм те, лирикăллă çепĕçлĕх те палăрать. Геройсен пурнăçĕнче тĕлĕнмелле ĕçсем тăтăшах пулса иртеççĕ. Асамлă хăват хутшăнăвĕсĕр мар, паллах...
Сăмахран, «Сетреслу ĕмĕрĕ» калаври Ольăпа тата Лайдăпа фольклор экспедицийĕ вăхăтĕнче арăш-пирĕш ĕç-пуç пулса иртет. Студентсем ялтан яла çÿресе ватă çынсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, юмах-халап, авалхи сăвă-юрă пуçтараççĕ. Лайдăн тантăшĕ Оля ăнсăртран чирлесе ÿкет те (сăлтавĕ çук пек туйăнать, анчах хăй вырăн çинчен те тăраймасть, пуçĕ çаврăннипе аптăрать), хĕрĕн пĕчченех çула тухма тивет. Хăй мĕнле «капкăна» çакланасси пирки чухламасть те Лайда... Автор вара вулакана хайлав пуçламăшĕнчех систерет: «Темле калама пĕлмелле мар аваллăхпа сывлать ку тавралăх. Лаштра йăмрасем те, машина-трактор çăрса пĕтермен вăрман та темĕн пытарса усраççĕ тейĕн».
«Çÿпçе тĕпĕнчи çылăх» калав та йăнăш утăм мĕн патне илсе çитерме пултарнине сулмаклăн та витĕмлĕн кăтартса парать. «Çур çĕр хыççăнхи çулçÿрев», «Троллейбус майри», «Çылăхлă укçа» хайлаври пулăмсем сăнарсене кăткăс суйлав умне кăларса тăратаççĕ. Тĕрĕс çулĕ пĕрре çеç. Чун хуралçин сассине итлĕç-ши вĕсем е ăссăрла туртăма парăнĕç.
Елен Нарпин кĕнеки пур ÿсĕмри вулаканшăн та ‒ аслă классенче вĕренекен шкул ачисемпе студентсемшĕн те, вăйпитти арçын-хĕрарăмсемшĕн те, ваттисемшĕн те ‒ интереслĕ пулĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор çинчен
Елен Нарпи (Елена Петровна Чекушкина) 1969 çулта Вырăскасси ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Вĕренсе тухсан ăна университетра ĕçлеме хăварнă. Вăл ‒ филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, студентсене вĕрентет.
Малтанхи статйисемпе калавĕсене шкулта вĕреннĕ чухнех «Тантăш» хаçатпа «Хатĕр пул» журналта пичетленĕ. Елен Нарпин калавĕсемпе повеçĕсем «Ялав», «Тăван Атăл», «Пике» журналсенче те кун çути курнă. Ачасемпе çамрăксем валли çыравçă «Çумламан йăран» (2007), «Салтак тÿмипе Тал пиçен» (2012), «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» (2014) кĕнекесем кăларнă.
2009 çултанпа Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ.
«Елчĕк ен», Елчĕк районĕн хаçачĕ, № 41(11619).
05.06.2019.