Депутатсем чăвашла кĕнеке парнелĕç
12 апреля 2021
Çулсеренех апрелĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре пурăнакансем чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунне, унпа пĕрлех Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак уява халалласа шкулсемпе ача сачĕсенче, культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти иртет. Анчах та çак çителĕксĕр пулнине паян Чăваш Енри Правительство шайĕнче те палăртаççĕ.
«Паян нумайăшĕ асăрханă-тăр, ашшĕ-амăшĕ те чăвашла пĕлекен çемьесенче ÿсекен ачасем вырăсла калаçаççĕ. Тĕрĕссипе вара, республикăра 67 процент чăвашсем пурăнаççĕ. Чăвашлăха, хамăр йăла-йĕркене, культурăна упраса хăвармалли пĕртен-пĕр меслет куратăп. Çакă хамăр ачасене чăвашла калаçма вĕрентессипе, вĕсене чăвашла кĕнекесем вуласа парассипе çыхăннă», ‒ палăртнă хăйĕн шухăшне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова.
Çавăнпа та вăл апрель уйăхĕн 10-25-мĕшĕсенче «Ачана чăвашла кĕнеке парнеле» ыр кăмăллăх акцине ирттерессине палăртнă. Кăçал асăннă акци Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пуçарăвĕпе пĕрремĕш хут иртет. Патшалăх Канашĕн депутачĕсем акци вăхăтĕнче шкулсенче вĕренекенсене, ача сачĕсенче пĕлÿ илекен шĕвĕрккесене, нумай ачаллă çемьесене чăвашла кĕнекесем парнелеççĕ. Çак ыр кăмăллăх акцине чăваш чĕлхи шăпишĕн пăшăрханакан ытти çынсем те хутшăнма пултараççĕ.
«Ачана чăвашла кĕнеке парнеле» акцирен Элĕк район çыннисем, вырăнти, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен ертÿçĕсем те аякра пăрăнса юлмасса шанатпăр.
(Хамăр инф.).
«Пурнăç çулĕпе», Элĕк район хаçачĕ, № 27(11844).
12.04.2019.