Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ÇӖНӖ ХЫПАРСЕМ

09 апреля 2021

РФ Патшалӑх Думин депутачӗн шухӑшӗпе пирӗн ачасене тӑван чӗлхесене вӗренме явӑҫтармалла
Илья Туманов, 9 апреля 2021 - 09:11


Ачасен тӑван чӗлхесене вӗренес кӑсӑклану пултӑр тесен, ҫак предмета вӗрентес методикӑна улӑштармалла. Тӗп пусӑма вӑйӑпа вӗрентес методикӑсем ҫине тумалла
Ҫак шухӑша журналистсене Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов пӗлтернӗ.
"Пире кӗнекесемпе пособисен ҫӗнӗ кӗнекисем кирлӗ, уйрӑмах пуҫламӑш классем валли. Вӗсем интереслӗ пулмалла, ачасене пӗрремӗш класран йывӑр грамматикӑна вӗрентмелле мар. Хӑй вӑхӑтӗнче грамматика пирӗн 4-мӗш класра кӑна пуҫланатчӗ. Ачасене тӗрлӗрен форматсемпе кӑсӑклантармалла, илӗртмелле. Пире шӑпах ҫакӑн пек подход кирлӗ", – тесе ӑнлантарнӑ Гильмутдинов.
Вӑл хушса каланӑ тӑрӑх, федераллӑ шайра, РФ Ҫутӗҫ министерствинче тӑван чӗлхесене аталантарса упраса хӑварас концепци хатӗр. Халӗ ҫакнашкал "ҫул карттисене" регионсен те хатӗрлемелле, ку вӑл пире ҫак сфера хӑш направленипе аталаннине ӑнланма пулӑшӗ.


Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/rf-patshalkh-dumin-deputachn-shukhshpe-pirn-achasene-tvan-ch...
«Савар» хасат