Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Çӗнӗ хум» конкурс çӗнтерӳçисен йышӗнче тутарстансем те пур

24 мая 2020

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви, Чăваш наци конгресӗ, Чăваш Республикин Наци библиотеки чăваш литературин классикӗ К.В. Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă регионсен шайӗнчи «Çӗнӗ хум» литература пултарулăх конкурсӗ ирттерчӗ. Конкурса Чăваш, Тутарстан Республикисенчи тата Чӗмпӗр облаçӗнчи шкул ачисемпе çамрăксенчен 50 ытла тӗрлӗ жанрлă хайлав килчӗ. Жюри пайташӗсем – Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер, Василий Кервенпе Ольга Федорова çыравçăсем, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Юлия Анисимова, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ, Чăваш наци конгресӗн Вӗрентӳ комитечӗн председателӗ Геронтий Никифоров – конкурса килнӗ хайлавсене пăхса тухрӗç.
Чăваш Республикин Культура, национальноçсен тата архив ӗçӗсен министерстви, Чăваш наци конгресӗ, Чăваш Республикин Наци библиотеки чăваш литературин классикӗ К.В.Иванов çуралнăранпа 130 çул çитнине халалланă регионсен шайӗнчи «Çӗнӗ хум» литература пултарулăх конкурсӗ ирттерчӗ. Конкурса Чăваш, Тутарстан Республикисенчи тата Чӗмпӗр облаçӗнчи шкул ачисемпе çамрăксенчен 50 ытла тӗрлӗ жанрлă хайлав килчӗ. Жюри пайташӗсем – Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер, Василий Кервенпе Ольга Федорова çыравçăсем, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Юлия Анисимова, Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ, Чăваш наци конгресӗн Вӗрентӳ комитечӗн председателӗ Геронтий Никифоров – конкурса килнӗ хайлавсене пăхса тухрӗç.
Конкурса тăратнă ӗçсене тимлӗ вуласа тухнă хыççăн жюри çӗнтерӳçӗсемпе призерсене «Чи лайăх сăвă», «Чи лайăх калав», «Чи лайăх очерк», «Чи лайăх пьеса» номинацисенче палăртрӗ. Икӗ номинацири çӗнтерӳçӗсемпе призерсен хушшинче тутарстансем те пур.
«Чи лайăх сăвă» номинаци: 7-9-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче – Дарья Мартынова (Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ, 8-мӗш класс, вӗрентекенӗ – Валентина Николаевна Ярмушова) – 2-мӗш вырăн; Михаил Андреев (Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ, 7-мӗш класс, вӗрентекенӗ – Лариса Анатольевна Андреева) – 2-мӗш вырăн.

«Чи лайăх пьеса» номинаци:
7-9-мӗш классенче вӗренекенсен хушшинче – Лиза Казначеева (Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ, 9-мӗш класс, вӗрентекенӗ – Лариса Анатольевна Андреева) – 1-мӗш вырăн.

Çӗнтерӳçӗсен тулли списокӗ:
1. «Чи лайăх сăвă» номинаци çӗнтерӳçисемпе призерӗсем:
7–9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче
Алена Левая, 9 кл. 1-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Елчӗк районӗ, Çирӗклӗ Шăхаль шкулӗ, вӗрентекен: Нина Аркадьевна Левая),
Дарья Мартынова, 8 кл. 2-мӗш вырăн (Тутар Республики, Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу шкулӗ, вӗрентекен: Валентина Николаевна Ярмушова),
Михаил Андреев, 7 кл. 2-мӗш вырăн (Тутар Республики, Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ, вӗрентекен: Лариса Анатольевна Андреева),
Даниил Болотов, 6 кл. 2-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Çӗрпӳ районӗ, Кăнар шкулӗ, вӗрентекен: Рина Рудольфовна Трофимова),
Татьяна Яковлева, 9 кл. 2-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Çӗрпӳ районӗ, Опытнăй шкулӗ, вӗрентекен: Татьяна Николаевна Петрова),
Виктория Семенова, 6 кл. 2-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Йӗпреç районӗ, Пучинке шкулӗ, вӗрентекенсем: Людмила Николаевна Клементьева, Елизавета Михайловна Михайлова),
Сергей Грузин, 8 кл. 3-мӗш вырăн (Чӗмпӗр облаçӗ, Чăнлă районӗ, Тутар Кашин шкулӗ, вӗрентекен: Алевтина Ивановна Грузина),
Инна Козлова, 7 кл. 3-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Елчӗк районӗ, Елчӗк шкулӗ, вӗрентекен: Алевтина Афанасьевна Иванова),
Иван Родионов, 7 кл. 3-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Комсомольски районӗ, Кӗçӗн Çӗрпӳел шкулӗ, вӗрентекен: Алена Леонтьевна Родионова),
Елизавета Соловьева, 9 кл. 3-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Сӗнтӗрвăрри районӗ, Октябрьски шкулӗ, вӗрентекен: Татьяна Анатольевна Васильева);

10–11-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче
Анастасия Лазарева, 10 кл. 2-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Тăвай районӗ, Енӗш Нăрваш шкулӗ, вӗрентекен: Галина Федоровна Степанова);

колледжсемпе аслă шкулсенче вӗренекенсем хушшинче
Александра Ярмушова 1-мӗш вырăн (Чăваш патшалăх аграри университечӗ, 2-мӗш курс),
Алла Краснова 2-мӗш вырăн (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 1-мӗш курс),
Раиса Семенова 3-мӗш вырăн (И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗ, 1-мӗш курс),
Инна Маркова 3-мӗш вырăн (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 2-мӗш курс, преподаватель: Осипов Н. Н., доцент, филологи наукисен кандидачӗ).

2. «Чи лайăх калав» номинаци çӗнтерӳçисемпе призерӗсем:
7–9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче
Дмитрий Михайлов, 9 кл. 1-мӗш вырăн (Чӗмпӗр облаçӗ, Чӗмпӗр хулин 57-мӗш шкулӗ, вӗрентекен: Владимир Владиморович Грузин);

колледжсемпе аслă шкулсенче вӗренекенсем хушшинче
Инесса Шашкина 1-мӗш вырăн (Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ профессилле колледж, 1-мӗш курс),
Екатерина Темяшкина 2-мӗш вырăн (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 4-мӗш курс, преподаватель: Осипов Н. Н., доцент, филологи наукисен кандидачӗ),
Эрбина Портнова 2-мӗш вырăн (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 3-мӗш курс, преподаватель: Осипов Н. Н., доцент, филологи наукисен кандидачӗ),
Екатерина Силярова 3-мӗш вырăн (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 4-мӗш курс, преподаватель: Осипов Н. Н., доцент, филологи наукисен кандидачӗ).

3. «Чи лайăх очерк» номинаци çӗнтерӳçисемпе призерӗсем:
7–9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче
Варвара Симакова, 7 кл. 2-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Елчӗк районӗ, Елчӗк шкулӗ, вӗрентекен: Алевтина Афанасьевна Иванова),
Дарья Ярдухина, 9 кл. 3-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Шупашкар районӗ, Анат-Кӗнер шкулӗ, вӗрентекен: Тамара Геннадиевна Кузьмина);

колледжсемпе аслă шкулсенче вӗренекенсем хушшинче
Галина Иванова 2-мӗш вырăн (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 2-мӗш курс, преподаватель: Осипов Н. Н., доцент, филологи наукисен кандидачӗ),
Ирина Самарина 2-мӗш вырăн (И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, 1-мӗш курс, преподаватель: Осипов Н. Н., доцент, филологи наукисен кандидачӗ).

4. «Чи лайăх пьеса» номинаци çӗнтерӳçисемпе призерӗсем:
7–9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче
Лиза Казначеева, 9 кл. 1-мӗш вырăн (Тутар Республики, Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ, вӗрентекен: Лариса Анатольевна Андреева)

10–11-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче
Анна Лапшина, 10 кл. 1-мӗш вырăн (Чăваш Республики, Елчӗк районӗ, Çирӗклӗ Шăхаль шкулӗ, вӗрентекен: Нина Аркадьевна Левая).

Хисеплӗ çӗнтерӳçӗсемпе призерсем! Сире конкурсра çӗнтернӗ ятпа ăшшăн саламлатпăр, илемпе сăнарлăх енчен паха хайлавсем çырнăшăн тав тăватпăр, малашне те пултарулăха аталантарса пыма вăй-хал, ăнăçу сунатпăр. Конкурс çӗнтерӳçисемпе призерӗсен чыславне хăçан ирттересси çинчен Чăваш наци конгресӗн сайтне тата социаллă сетьсенчи ушкăнӗсене хыпар лартса пӗлтерӗпӗр.
Геронтий НИКИФОРОВ, Чăваш наци конгресӗн Вӗрентӳ комитечӗн председателӗ, жюри пайташӗ.
«Сувар».
24.05.2020