Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çыравçăпа пĕр пÿлĕмре

12 июля 2019

Владимир Степановпа 2012 çулта паллашма тÿр килчĕ. Вăл ун чухне «Хыпар» Издательство çурчĕн «Самант» журналĕн редакторĕ пулса ĕçлетчĕ. Эпир, икĕ студентка, «Тантăш» хаçата ĕçлеме килнĕччĕ. Пире Владимир Васильевичпа пĕр пÿлĕме лартрĕç. «Ан васкăр!» — ăс паратчĕ вăл пире. Хăй те питĕ лăпкăскер, вăрманта йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллаканскер, историе лайăх пĕлекенскер, шÿтсене, чăн пулнисене юратаканскер. Çав вăхăтрах вăл фантастикăпа та кăсăкланать. Пĕр пÿлĕмре кампа ларнине тÿрех ăнкарайман та пуль эпир. Анчах каярах Владимир Степанов пултаруллă çыравçă иккенне ăнлантăмăр.

Çут çанталăк панă вăй
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Степановăн «Чăваш Енри тĕлĕнтермĕш чĕр чунсем» кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
«Республикăри мĕнле чĕр чунсене пĕлетĕн?» — тесе ыйтсан чи малтан пуçа мĕн пырса кĕрет? Упа, мулкач, тилĕ, чĕрĕп, кашкăр… Вулакансем мĕнле кайăк тÿпе хуçин ятне тивĕçнине, тимĕр шапана ăçта тĕл пулма май пуррине, йăпар еплерех чĕр чун иккенне, виçĕ куçлă юп-хÿре ăçта пурăннине вуласа пĕлĕç. Кĕнекере вунă чĕр чун пирки çырнă, кашнин пиркиех кăсăклă пулăмсем илсе кăтартнă. Сăмахран, çĕр шаписен, шыв шаписемпе танлаштарсан, шăл çук; ыйха путсан хĕрленкĕ мĕн пулса иртнине йăлт манать; хура çĕленĕн асав шăлĕсем каялла-малалла ирĕклĕнех хускалаççĕ, кашни хăйне май çаврăнма пултарать...
Кĕнекере илсе кăтартнă чĕр чунсене Владимир Васильевич хăй курнă. Ум сăмахра вăл вулакансене çапла асăрхаттарать: «Чĕр чунсен хушшинче усаллисем те, ыррисем те çук — вĕсем çут çанталăк панă вăйсене пăхăнса пурăнаççĕ, кашни тĕсĕ хăйне евĕр. Чĕр чунсемпе ÿсен-тăран пулмасан пирĕн Çĕр чăмăрĕ пĕтет — çакна яланах асра тытăр».
«Кĕнекере хитре чĕр чунсем мар, «интереслисем» сăнарланнă. «Юп-хÿре хăлхана кĕрет», — теççĕ çынсем. Ку пачах та апла мар. Хĕрленкĕ вырăсла — «рыжая вечерница». Çара çерçи пекех вăл. Шăпах икĕ хĕрленкĕ эпир пурăнакан Шупашкар хулинче эпир пурăнакан пÿлĕме чÿречерен вĕçсе кĕрсе вăратнăччĕ. Эпĕ ăна хамăр ялта та курнă. Ача чухне ăна тытас тесе простынь сараттăмăр. Шурă тĕс çине кăпшанкă ларать, хĕрленкĕ вара вĕсене çиет. Малалла: услан кайăкпа ăмăрт кайăк. Вырăсла: орлан тата орел. Ăмăрт кайăкăн ури тĕклĕ, услан кайăкăн — çарарах. Чăваш Республикинче пăхăр çĕлен тесе икĕ тĕрлĕ çĕлен-калтана калаççĕ. Вырăсла пĕри — медянка, тепри — веретеница. Юлашки — урасăр калта. Вăл çĕленрен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Акă пĕр тĕслĕх: калта куçне хупаять, çĕлен вара — çук», — ăнлантарчĕ Владимир Васильевич.

Вăрман хĕррине тухаççĕ
Çыравçăн амăшĕ Вера Гавриловна биологипе хими вĕрентекенĕ пулнă. Вĕсен килĕнче чĕр чунсем, ÿсен-тăран çинчен çырнă литература нумай упраннă. Тен, кăсăклану çакăнтанах пуçланнă та?
«Жизнь животных», «Мир животных» кĕнекесен пĕтĕм томĕ пурччĕ пирĕн. «Удивительный мир животных» ятлине вулаттăм. Анне «Юный натуралист» журнал çырăнса илетчĕ. Пур номерне те сиктермесĕр вуласа пыраттăм. Шăллăм Андрей шкул вăхăтĕнче сиплĕ ÿсен-тăранăн вырăсла, латинла ячĕсене веçех пĕлетчĕ. Мана чĕр чунсем ытларах кăсăклантаратчĕç… Юлашки вăхăтра: «Çĕлен нумайланса кайрĕ. Яла та пыма пуçларĕç» ‒ тенине илтме пулать. Тĕрĕссипе, вĕсем сахалланă. Вăрмансем хупланса пыраççĕ. Çавăнпа çĕленсем уçланка тухаççĕ. Вăрманта пурăнма май çукран ирĕксĕрех яла пыраççĕ», — пĕлтерчĕ çыравçă.

Льеж Мур, Олеся Вои…
Владимир Степановăн малтанхи кĕнекисем — «Эфемероптера каçĕ» тата «Тенкри хĕçĕ» Икĕ кĕнекерен тăракан «Тенкри хĕçĕ» этнофентезие аслă классенче вĕренекенсем валли тесе палăртнă, анчах вăл çитĕннисене те кăсăклантарать. «Эфемероптера каçĕ» хайлавра Ион Шеремет çинчен çырнă. «Ион халь телейлĕ тата çемьеллĕ», — пуçланать хайлав. Сюжетне çавнашкал йĕркеленĕ: кирек ăçтан вулама пуçласан та ăнланма пулать.
Çак ятсене астăватăр-и тата: Ускатум Кунцуй, Льеж Мур, Евгени Волчецки, Менгу Тимур, Хаккал Моккаран? Камсем-ха вĕсем? Çак хушма ятсем пурте Владимир Степановăн. Унсăр пуçне виçĕ хĕр ячĕпе те пичетленет вăл: Олеся Вои, Роксана Милюда, Ева Циалковская. Пурĕ Владимир Васильевичăн 15 хушма ят.
«Манăн шухăшпа, çыравçăн хăйĕн психологипе кăмăл-сипетне литература сăнарĕнче кăтартмалла мар. Шкул вăхăтĕнче эпĕ пачах çырман. Университетра çеç литература ĕçĕпе кăсăкланма пуçларăм. Виталий Станьял ăсчах сăвă, калав çырма хушнăччĕ. «Ничево ку!» терĕ пĕрремĕш хайлава вуласан. Хайхи çав «ничего» «Юрату хăвачĕ» ятпа «Ялав» журналта пичетленчĕ. Хам ялтан пулнăран ял çинчен вулас килмест. Чăваш фантасчĕсен хайлавĕсене пурне те шĕкĕлченĕ: Тихăн Петĕрккинне, Сарри Мишшинне, Георгий Красновăнне, Николай Максимовăнне... Çак жанра ача чухнех юрататтăм. Вырăс фантасчĕн Иван Ефремовăн хайлавĕсене кăмăллатăп», — уçăмлатрĕ Владимир Васильевич.
Валентина СЕЛЕНИНА.
«Хыпар», № 76-77(27509-27510).
12.07.2019.

ПИРĔН СПРАВКА
Владимир Степанов 1962 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралнă. Турхан шкулĕнчен вĕренсе тухсанах виçĕ çул тинĕс-çар флотĕнче хĕсметре тăнă. 22 тинĕс, 2 океан урлă каçнă. Таврăнсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Вăл – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕнче ĕçлет.


РЕДАКТОР ШУХĂШĔ
Ольга ФЕДОРОВА, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ:
‒ Владимир Степановăн чĕр чунсем çинчен çырнă ал çыру пурри çинчен малтанах илтнĕччĕ. Анчах мĕнли пирки сăмах пынине каламан вăл, хам та ыйтман. Унта вара хăйне евĕр, чăнах та, тĕлĕнтермĕш чĕр чунсем пĕрле пуçтарăннă. Автор кĕнекене çăмăл чĕлхепе çырнă, суйласа илнĕ чĕр чунсен пурнăçĕпе вĕсен хăйне евĕрлĕхне туллин уçса панă. Ÿкерчĕкĕсем те питĕ илемлĕ. Çак ал çырупа ĕçлемме кăмăллă пулчĕ, хам валли те интереслине чылай вуласа пĕлтĕм. Çавăнпа ку кăларăм ачасемшĕн çеç мар, аслă çулти вулакансемшĕн те интереслĕ пулĕ. Автор çут çанталăк тусĕ пулни кĕнекене уçсанах палăрать. Манăн вара вăл ум сăмахра каланă шухăша тепĕр хут палăртас килет: «Чĕр чунсемпе ÿсен-тăран пулмасан пирĕн планета пĕтет...»