Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çыхăри сас паллисем

21 сентября 2022

Нумаях пулмасть çĕнĕ кĕнеке кун çути курнă. Ячĕ ‒ «Буквы в букете». Савăнăçлă кăларăмăн авторĕ ‒ Светлана Гордеева.  Хуплашкари илĕртÿллĕ чечексем куçа савăнтараççĕ, пит çинче кулă çуратаççĕ. Страницăсенче те ÿкерчĕк питĕ нумай. Вĕсене пурне те автор хăй ÿкернĕ. Чăваш кĕнеке издательствин çĕнĕ кăларăмĕ шкул çулне çитменнисем валли. Шăпăрлансене вăл илем, эреш тĕнчипе паллаштарать, çав вăхăтрах алфавитпа та çывăхланма пулăшать. Вулама пуçличчен сас паллисене уйăрма вĕренмелле-çке.

 

 

«Хыпар», № 37‒38(27470‒27471).

05.04.2019.