Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çул çÿреве тухма хавхалантарать

31 января 2020

2019 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательстви «Узнаваемые памятники. Палланă палăксем» сĕтелçи вăййи-кĕнекине кун çути кăтартнăччĕ.
Хитре курупкара — Чăваш Республикинчи илемлĕ те интереслĕ вырăнсемпе тата палăксемпе чăвашла-вырăсла паллаштаракан брошюра тата карточкăсем. Ку вăйă тавра курăма анлăлатма, астăвăма аталантарма пулăшать. Шупашкарта пурăнакан Сергей тата Валентина Селенинсем «Узнаваемые памятники. Палланă палăксем» кăларăма хак пама та ĕлкĕрнĕ.
— Ку вăййа выляма темиçе ушкăнпа сĕтел хушшине пуçтарăнтăмăр. Пĕтĕмпе 30 мăшăр карточка. Пĕрин çинче Чăваш Енри чи ватă юмана сăнланăччĕ. Пирĕн ăна хамăр куçпа курас килчĕ. Çакăн хыççăн çемйипех Муркаш районĕнчи Ильинка сали çывăхĕнче ÿсекен капмар йывăç патне кайса килтĕмĕр. Сĕтелçи вăййи çул çÿреве тухма хавхалантарать. Май пур чухне «Узнаваемые памятники. Палланă палăксем» кăларăмра кăтартнă пур вырăна та çитсе курма тĕллев лартрăмăр мăшăрпа, — терĕ Валентина савăнăçлăн.
Ольга ИВАНОВА.
«Хыпар», № 10-11(27593-27594).
31.01.2020.