Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чӑвашла пьесӑсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ произведенисен пуххи кун ҫути курнӑ (ГТРК "Чувашия")

06 мая 2024

Культура министерстви пуҫарнипе республикӑра виҫӗ ҫулта пӗрре чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен регионсем хушшинчи конкурсӗ иртет. Кӗнеке издательстви пӗрремӗш ӑмӑртура палӑртнӑ хайлавсен пуххине хатӗрлесе кӑларчӗ. Ӑна Наци библиотекинче хӑтларӗҫ.

"Сцена ҫинче те - пурнӑҫ" кӗнекене 8 авторӑн 10 пьеси кӗнӗ. Ҫурри - ҫитӗннисем валли, тепӗр пайӗ - ачасемпе ҫамрӑксем валли. Апла малашне "Пирӗн драматургсем ҫук" тесе ӳпкелешме сӑлтав ҫук. Патшалӑх театрӗсем кӑна мар, тӗрлӗ ял-хулари халӑх театрӗсемпе пӗчӗк студисем те кӑмӑла кайнине суйласа илме пултараҫҫӗ - сӑмах май, вӗсем Чӑваш Енре кӑна 50 яхӑн иккен, ытти регионсенче пурӑнакан ентешсем те ку енӗпе хастар ӗҫлеҫҫӗ. Кӗнеке редакторӗ ку пирӗн литературӑшӑн та, тӑван сцена ӳнерӗшӗн те пысӑк савӑнӑҫ пулнине палӑртса калать.

Икӗ номинаципе иртнӗ ӑмӑртӑвӑн - пӗрер ҫӗнтерӳҫӗ: ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ пьесӑсем хушшинче Николай Сидоровӑн Никита Бичуринӑн яшлӑхне сӑнарлакан драми мала тухнӑ, Арсений Тарасовӑн "Хӗрлӗ кӗпеллӗ телейӗ" аслисем валли хайланисен йышӗнче пӗрремӗш вырӑнта.
Арсений Тарасовӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакле Валерий Яковлев ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче академи драма театрӗн сцени ҫине кӑларать. Николай Сидоровӑн "Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх" историлле драмине Байрас Ибрагимов иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех лартрӗ. Кӗнекене Сидоровӑн "Шуршӑл каччи" пьесине те кӗртнӗ.

Александр Пӑртта паллӑ драматург та ӑмӑртӑва икӗ пьеса сӗннӗ, иккӗшӗ те кӗнекене кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Надежда Кириллован хайлавӗ - Максимов-Кошкинскипе Тани Юн ҫинчен, ӑна вӑл хӑйӗн хальлӗхе никам та ӳкермен киносценарине улӑштарса ҫырнӑ. Рита Арти "Шураҫ" пьесинче - тӑван ялӗн иртнӗлӗхӗ, унта - чӑн пулнӑ кӑсӑклӑ ӗҫсем.

"Пьесӑсен конкурсне йӗркелени, ҫакӑн пек кӗнеке кӑларни чӑваш драматургине аталантарма пулӑшать, пултарулӑх ҫулӗ ҫине тухакан ҫамрӑксене хавхалантарать" терӗҫ пухӑннисем. Ҫитес ҫул ӑмӑрту татах иртмелле.

Марина Карягина, Димитрий Макаров

Источник: ГТРК "Чувашия"

Подробнее о книге...