Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен пӗрлӗхне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитрӗ (ГТРК "Чувашия")
27 октября 2023
Писательсене пӗр союза пӗрлештерес юхӑм ҫӗршывра анлӑн 1934-мӗш ҫулта пуҫланнӑ, анчах Чӑваш Ен ҫыравҫисем самай маларах тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем йӗркеленӗ. 1923-мӗш ҫулта Чӑваш автономийӗн парти ӗҫченӗсем писательсемпе журналистсен "Канаш" пӗрлӗхне чӑмӑртанӑ. Унтанпа 100 ҫул ҫитрӗ, ҫак ятпа ҫӗршыври чӑвашла ҫыракан калем ӑстисем наци библиотекине Союзӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума пуҫтарӑнчӗҫ.
Ҫӗр ҫул - пӗтӗмлетӳ туса малашлӑх пирки шухӑшламалли тапхӑр. Пӗр ӗмӗр хушшинче ҫӗршывра чылай улшӑну пулса иртнӗ, халӑх нумай хура-шур тӳснӗ. Ҫыравҫӑсем вара хӑйсен хайлавӗсенче самана сӑнарне, этемлӗх аталанӑвне, халӑх чунне сӑмахпа ӳкерсе кӑтартнӑ, хӑйсем те выҫлӑх, тӗрме асапӗ, вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ.
Союз чӑмӑртаннӑ вӑхӑт патне таврӑнас пулсан, писательсемпе журналистсем 3 ҫул кӑна пӗр пӗрлешӳре тӑнӑ. 1934-мӗш ҫулта СССР ҫыравҫисем союз йӗркеленӗ хыҫҫӑн уйрӑмшар пӗрлӗхре ӗҫлеме тытӑннӑ. 1991-мӗш ҫулта республикӑри писательсен союзӗ те икӗ пая пайланса кайнӑ.
Уяв каҫӗнче илемлӗ литература аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Николай Теветкеле "Чӑваш халӑх поэчӗ" хисеплӗ ят пачӗҫ. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫнисене те кунтах чысларӗҫ. "Паянхи кӑткӑс тапхӑрта та калем ӑстин вырӑнӗ малти яваплӑ вырӑнта, - терӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Раҫҫей писателӗсен союзӗн ертӳҫи Николай Иванов. - Пирӗн умӗнхи ҫыравҫӑсем никӗсе хурса хӑварнӑ кӑмӑл-сипет, патриотизм туйӑмӗсене ҫӗнӗ ӑру чун-чӗрине варасси - хальхисен тивӗҫӗ". Вӑл та литература аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнисене Хисеп хучӗсемпе, медальсемпе чысларӗ. Валери Туркай Чӑваш халӑх поэчӗ "Литературӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" палла тивӗҫрӗ.
Чыса тивӗҫнисем хушшинче - Союзра ҫамрӑксемпе ӗҫлекен уйрӑм ертӳҫи Ольга Фёдорова та: ӑна, Гребенщиков ячӗллӗ Белуха медальне панисӗр пуҫне, Раҫҫей писателӗсен союзне илчӗҫ.
Ҫамрӑксем литература ӗҫӗ енне туртӑнни - савӑнтаракан пулӑм, анчах аслӑ ӑрурисене пуласлӑх хытӑ шухӑшлаттарать. Тӑван чӗлхепе калаҫакан, вулакан пулсан, паллах ӗнтӗ, литература та малалла аталанӗ.
Пӗрлешсе пӗр вӑй пулни, ӗҫлекене хавхалантарса пултарулӑхне уҫма пулӑшни пӗлтерӗшлӗ тесе шутлать пӗрлӗхӗн хальхи ертӳҫи Улькка Элмен. Апла паянхи ҫыравҫа Союз кирлӗ.
Марина Карягина, Вадим Владимиров