Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чун валли

30 апреля 2019

...Ывăл ача çуралĕ. Ниниле ăна Аванти ят хурĕ. Вăрçăра вилнĕ Çĕпĕр каччин ячĕ малалла та пурăнĕ. Юмановсен йăхĕ пĕтмĕ...
Галина Матвеева çырнă «Мăшăр çунат» повесть вĕçне çапла кăна куратăп. Чуна çатăрласа илнĕ кĕнекене ырăпа пĕтернĕшĕн автора чĕререн тав тăвас килет. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2018 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Вĕçне çитмесĕр те алран яраймастăн ăна. Май çук. Нумай макăртать. Анчах çакна чуна тасатакан куççуль пек йышăнатăн.
Авалхи юрăсем... Нихçан илтменскерсем, çав тери тарăн шухăшлăскерсем.
Кĕçнерникун çунă шур юр çине
Мулкачă таптанă йĕр юлнă.
Пăхăр-халĕ анне чĕрçи çине:
Ача чух таптанă йĕр юлнă...
Виçĕ çавраран тăракан халăх юрринче чăваш хĕрарăмĕн пĕтĕм пурнăçĕ.
Ашшĕн, Петриван Селентеровăн, куçа курăнман юратăвĕ, хĕрĕн, çил вĕçтерсе кайнă хирти чечекĕн, чун асапĕ, амăшĕн виçесĕр хурлăхĕпе кÿренĕвĕ, тухтăрсен тăрăшулăхĕпе çирĕплĕхĕ, суккăрри куçлисенчен те çивĕчрех курни-туйни, самана улшăнăвĕпе пăтравĕ, хĕрарăм кĕвĕçĕвĕ ‒ пурте вырăнлă та виçеллĕ. Нимĕн те хушаймăн, нимĕн те кăлараймăн. Сăмаха ытлашши вылятмасăр-хуçмасăр, пĕр сăмахпах, «хĕрĕм» е «атте» тенипех, асапланакансен чун тарăнăшне, юратăвне, çынлăхне кăтартса панă автор. Çырса кăтартакансен пурнăçне хăй витĕр кăларса ăна хут çине куçаракан кăна çапла тума пултарать пулĕ. Этем хуйхине унăн чĕри çеç пĕлнине чуна тивмелле çырса кăтартма чăн-чăн ăста пулмалла. Йывăрлăхра шанчăка çухатмалла мар, алă усмалла мар текен шухăша тĕпе хуракан кĕнекене кашнинех вулама сĕнес килет. Ÿкĕнмĕр.
Елена ВЛАДИМИРОВА.
«Хресчен сасси. Кил», № 17(197).
30.04.2019.