Чун кирлĕ, унсăрăн çырма çук... (газета "Хыпар", №39 (28067), 2023, апрель, 11)
11 апреля 2023
Анатолий ХМЫТ: Чун кирлĕ, унсăрăн çырма çук...
Авторшăн та, вулаканшăн та кĕнеке тухни – яланах савăнăç. Чăваш романĕ пичетленни вара, манăн шухăшпа, чăннипех пысăк пулăм. Роман кашни кун çуралмасть, ăна кашни çыравçах хайлаймасть. Анатолий Хмыт — Турă пилленисен йышĕнчен. 2022 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче прозаикăн «Турай» романĕ кун çути курчĕ. Нумаях пулмасть Чăваш наци библиотекинче хаваслă лару-тăрура унăн презентацийĕ иртрĕ. Писатель вăрçă тискерлĕхне кăтартма тĕллев лартнă. Çакна пурнăçлама вăл приключениллĕ роман жанрне суйласа илнĕ. Тĕп сăнара – Турай ятлă чăваш каччине – таçта та çитерет, темĕнле тĕрĕслев витĕр те кăларать. Чимĕр-ха, автора хăйне сăмах парар. Анатолий Дмитриевич паян — «Хыпар» тĕпелĕн хăни.
Тĕрлĕ енчен, тĕрлĕ куçпа
– Афганистан вăрçине эсир тĕрлĕ енчен, тĕрлĕ куçпа çутатнă. Приключениллĕ роман çырас шухăш мĕнле çуралчĕ?
– «Леш тĕнчерен» роман-дилогие вĕçлесенех «Турайăн» пĕрремĕш сыпăкне çырма пуçларăм. Кайран вунă çул пачах тытман. Елчĕк каччи Юрий Самсонов мана хăйĕн историйĕпе паллаштарнăччĕ. Салтака кайиччен вăл «Мускав» ресторанта хуралçăра ĕçленĕ, çавăнта тупăшса сĕтел çĕкленĕ. Кайран çар службинче пĕрремĕш хут рейда тухни пирки каласа кăтартрĕ. Старшинапа сержант унăн çири тумне хывса илнĕ те афган тумĕ тăхăнма хушнă. Чăваш каччине афганла темиçе сăмах вĕрентнĕ те иртсе пыракан каравана чарма çул çине кăларса тăратнă. «Хыçалалла çаврăнса пăхатăп – старшинапа сержант чăмăр кăтартаççĕ, умалла тинкеретĕп – машинăсем килеççĕ. Каялла çул çук, малалла утмасан хама персе пăрахаççĕ. Афган сăмахĕсене туххăмрах мантăм. «Тăхта! Тăхта!» – тесе чупса кайрăм. Малти машинăпа пыракан афган çынни мана хирĕç аллине çĕклесе: «Тохта!» – тесе кăшкăрчĕ. Эпĕ чутах кайса ÿкеттĕм», – каласа кăтартрĕ Юрий. Çапла совет салтакĕсем каравана ярса илнĕ.
Çак романа салтакра пулнă тĕрлĕ пăтăрмахлă, кулăшла пулăмсемпе çыхăнтарса Афган пурнăçĕпе сыв пуллашасшăнччĕ, анчах çырнăçемĕн сăнара урăхларах хаклама пуçлатăн. Ярослав Гашекăн Швейк салтак çинчен хайланă кулăшла калавĕсене пăхса тухрăм. Пĕринче те тепринче ухмахсем чупса çÿреççĕ, чăваш салтакĕнчен кулас килмерĕ. Чăваш характерне – парăнманлăхне, пăхăнманлăхне – кăтартма тĕв турăм.
Малтанхи вариантра салтаксем Кундусраччĕ, кайран вĕсене Баграма «куçартăм». Кунта çамрăк салтаксем патне çарта тахçантанпах тăракансем çавра çил пек вĕçтерсе çитеççĕ те çĕнĕ тум-юмсăр, çĕтĕк-çурăкпа хăвараççĕ. Кунашкал лару-тăрăва хамăр та тÿссе ирттернĕччĕ. Афганистана кĕрес умĕн пире вĕр çĕнĕ тумсем тăхăнтартрĕç. Полксене çитнĕ тĕле эпĕ кăна яка çи-пуçпа юлнăччĕ, ыттисенне йăлт çаратсавăрласа пĕтернĕччĕ, хывса илнĕччĕ. Пире пĕчĕк палаткăсене хупнăччĕ, эпĕ палатка хыçĕнчен пуçа кăшт çеç кăлартăм – ашак сăнлă çынна курах кайрăм. Вăл ман çине шăл йĕрсе пăхса тăрать. Тепре куç хупса иличчен пуç çинчи панама та, хайхи ашак сăн-питлĕ этем те çухалчĕç.
Турай мина çине пусса сирпĕнсен манăн сыпăк вĕçленчĕ, малалла мĕнле тăсмаллине пĕлмерĕм. Сăнарăн чунĕ вĕçсе тухса каять те каялла кĕреймест. Романпа ĕçленĕ вăхăтра Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕ Геннадий Матвеев мана чăваш мифĕсен кĕнекине парнелерĕ. Пуç хуранĕнче сюжетсем вĕренĕ вăхăтра çавна вулама пуçларăм. Ун хыççăн пач урăх çулпа пăрăнса кайрăм. Автор фантасмагори енне хăçан сулăнать? Паянхи çивĕч ыйтусене уççăн, тÿррĕн çутатса парайман чухне. Ку кĕнекере шухăшлаттаракан, тĕртсе каланă вырăн чылай.
Икĕ-виçĕ çул каялла, коронавирус алхаснă вăхăтра, килте ларнă чухне унччен çырнисене пăхса тухма пуçларăм та çапла çĕнĕрен кĕрсе кайрăм. Романа икĕ çул ытла çыртăм. Кĕркунне ĕçлейместĕп, йывăр, ун чухне хайланисене кăрлач-нарăс уйăхĕсенче йăлт касса вакласа çĕнĕрен майлаштартăм. Раиса Сарпин сăмахĕсем аса килеççĕ. «Çур çĕр варринче вăранса каятăп та — çÿлтен тем анать, анать. Çыратăп, çыратăп, хам мĕн çырнине те ăнланса çитерейместĕп», – тенĕччĕ вăл. Эпĕ те çавнашкалах, ирхи виçĕ-тăватă сехетре вăранса каятăп та — пуçа шухăшсем килеççĕ. Ăçтан, мĕнле килеççĕ – мĕн пулса тухнине хам та ăнкараймастăп. Чăваш кун-çулне, тĕнне çутатма тăрăшрăм. Ислам деятелĕсен ĕçĕсемпе паллашрăм. Нумай вуламалла пулчĕ. <...>
Ольга АВСТРИЙСКАЯ