Чи нумай вулакан
25 апреля 2019
Хаклă тупра
Элĕк районĕнчи Утаркасси шкулĕнче вĕренекен Софья Васильевăна ку тăрăхри библиотека ĕçченĕсем лайăх пĕлеççĕ. Тăваттăмĕш класс хĕрачи çулталăкра кăна 357 кĕнеке вулама ĕлкĕрнĕ. Уйрăмах çут çутçанталăк теми çывăх уншăн. Михаил Пришвин, Виталий Бианки, Николай Сладков, Тамара Крюкова — хĕрачан юратнă çыравçисем.
«Софья — класра пуриншĕн те ырă тĕслĕх. «5»-пе çеç вĕренекенскер ыттисене те малалла туртать: задачăсем шутлама, сочиненисем çырма пулăшать. Унăн хăйĕн умне лартнă тĕллеве вĕçне çитермеллех. Математикăпа уйрăмах маттур, пуринчен хăвăрт шутлаканнни вăл. Туслăха мала хурать хĕрача», — палăртрĕ класс ертÿçи.
Çут çанталăк çинчен вулама юратакан хĕрачан килĕнче темĕн тĕрлĕ чĕр чун пур: арлан, темиçе тĕслĕ кушак, тĕрлĕ пулă. Попугайĕ вилнĕ хыççăн вăйлах куляннă хĕр пĕрчи. Амăшĕ Соньăна ун вырăнне çитес вăхăтра çĕнни илсе пама шантарнă.
«Нумай вулакан ача тÿрех паллă, чĕлхи яка, çыпăçуллă та тĕрĕс калаçать. Вăл кăна та мар, çĕнĕ тема вĕреннĕ хыççăн ун çумне хăй вуласа пĕлнине хушса калама пултарать», — калаçăва малалла тăсрĕ 4-мĕш класс вĕрентекенĕ Галина Владимировна.
Софья çитес çул тата ытларах кĕнеке вулама тĕллев лартнă. Вăхăтпа тĕрĕс усă курма пĕлет хĕрача. «Кĕнеке — чи хаклă тупра» каларăшпа пурăнать вăл. Çуралнă кунра-и е уявсенче-и — унран хаклă парне те çук хĕр пĕрчишĕн.
«Хам та час-часах кĕнеке туянса паратăп. Шкула кайичченех сыпăкăн-сыпăкăн вулатчĕ. Соня кăна мар, класри ытти ачасем те питĕ маттур. Вĕрентекенĕ тăрăшать, хушма вулав урокĕсем ирттерет. Чăвашла кĕнекесемпе туслаштарать ачасене. Сăвăсем çырма хăнăхтарать», — хĕр пĕрчин çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен амăшĕ.
Крымсарайкă библиотеки шкултан аякра пулин те Соня унта тахçанах çул такăрлатнă. Уроксем хыççăн е шăматкун вулавăша кĕрсе тухма вăхăт тупатех. Ăна кунта кĕтнине пĕлет вăл. Софья Васильева кăçал «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке» республика конкурсĕнче «Вулав лидерĕ» номинацире çĕнтернĕ. Ăна ĕнер Чăваш наци библиотекинче дипломпа чысланă, кĕнекесем парнеленĕ.
Елена АТАМАНОВА.
«Тантăш», № 16/4634/.
25.04.2019.