Чи лайăххине палăртĕç
05 апреля 2019
«Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» - çак ятпа чылай çул иртет Наци библиотеки, ЧР Профессионал писательсен союзĕ тата Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленĕ конкурс.
Унăн тĕллевĕ малтанхи пекех ‒ обществăна кĕнеке вуласси патне тавăрасси. Кăçалхи конкурса 2017 çулта чăвашла тата вырăсла пичетленнĕ 162 произведени хутшăнать. Çĕнтерÿçĕсене пилĕк номинаципе ‒ «Проза жанрĕнчи чи нумай вуланакан произведени», «Поэзи жанрĕнчи чи нумай вуланакан произведени», «Ача-пăча валли çырнă чи лайăх кĕнеке», «Чи лайăх мероприяти», «Чи нумай вулакан» ‒ хак парĕç.
Чин умай вулакана палăртнă чухне автор библиотека ĕçне, унта ирттерекен мероприятисене хастар хутшăннине те шута илĕç. Çĕнтерÿçĕсене Чăваш чĕлхи кунĕнче ‒ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ‒ чыслĕç.
«Хыпар», № 37‒38(27470‒27471).
05.04.2019.