Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăвашла та, вырăсла та вулама пулать

07 июня 2019

Мĕн пĕчĕкрен теприн ыратăвне туйма, айваннине хÿтĕлеме, ваттине хисеплеме, алла иленнĕ чĕр чуншăн яваплă пулма вĕреннĕ ача çитĕнсен те тÿрĕ çултан пăрăнмĕ. Ку ĕçре пуян содержаниллĕ, паха кĕнекесем пысăк пулăшу кÿреççĕ.
Тинтерех Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă кăларăм ‒ «Шураçка. Шураська» ‒ шăпах çавсен йышне кĕрет. Унăн авторĕ ‒ Николай Ларионов çыравçă, журналист. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ кĕнекене кутăн-пуçăн çавăрса вуламалла. Пĕрремĕш хуплашка айĕнче чĕр чунсем çинчен чăвашла çырнă вунă калав пуçтарăннă. Кăларăма тепĕр май çавăрсассăн çав хайлавсенех вырăсла вулама пулать. Вĕсене вырăсла куçараканĕсем ‒ Н. Ларионов тата Ю. Ларионова, редакторĕ ‒ В. Степанов, хайлавсене С. Бритвинан (Светлана Тонинан) ÿкерчĕкĕсем пуянлатаççĕ.
Николай Николаевич çут çанталăк тусĕ пулни тÿрех сисĕнет. Вĕçен кайăксемпе чĕр чунсен пурнăçĕнче кулленех пулса иртекен, анчах эпир чылай чухне асăрхаман ĕçсене питĕ ăста сăнласа парать вăл. Сăмахран, «Чĕкеç» калавра пĕр мăшăр чĕкеç йăва çавăрнине вуласа пĕлетпĕр: «Часах вĕсем хăйсене килĕшекен кĕтес тупрĕç, аслăк çунатти айне йăва тума пуçларĕç. Темиçе кун тăрăшса ĕçлерĕç кайăксем, пылчăк, тăм, тĕк, лаша-ĕне çăмĕ, пĕлтĕрхи курăк пуçтарчĕç. Вĕсене çыпăçтарса çÿллĕ вырăнта йăва туса хучĕç». Вун икĕ çулти Сентиер пĕррехинче тата тĕлĕнмеллерех пулăм курать: чĕкеç йăви патне хура çĕлен авкаланса пырать иккен! Тĕпренчĕксен амăшĕ çухалса каймасть - туххăмрах шăрчăк йăтса килет. Кайăка мĕн тума кирлĕ-ши вăл. Çĕлен кăпшанкă таврашне çимест вĕт. Ку кăсăклă ыйту хуравне вулакан хайлав вĕçĕнче тупĕ.
Сăнарсем тавра яланах интереслĕ ĕçсем пулса иртеççĕ: е вăрмантан хурăн пуçлă çĕлен йăтса таврăнаççĕ те ăна килте усрама пуçлаççĕ, кайран вăл хура çĕленпе «тытăçнине» сăнаççĕ («Хурăн пуçлă çĕлен»), е теттисене те канфет çитермелле выляççĕ («Сахăр катăкĕ»), е пĕччен ват çынна йытă çури кÿрсе параççĕ («Шураçка»). Кулăшла самантсем кăмăла çĕклеççĕ. Авă Кетте качакаран ялти мĕнпур йытă хăрать-мĕн, харсăрскер пĕринче чиркÿ чанне çапма хăпарса каять.
Кĕнекере чуна пырса тивекен, тарăн шухăша яракан калавсем йышлă. Хăшне-пĕрне вара куççульсĕр те вулаймăн. Ку ăнсăртран мар, хыçсăмахра Николай Ларионов çапла çырать: «Ачана ырăпа усал хушшинчи уйрăмлăха мĕн чухлĕ иртерех кăтартатăн ‒ уншăн çавăн чухлĕ лайăхрах. Çавăнпа ачасен чунне ырăлăх вăрлăхне акса хăварас килет. Çак вăрлăх ÿссе çитĕнсен ăна çын пулма пулăштăр». Хайлавсенче сăнласа панă ĕçсене автор пурнăçранах илнĕ. Тен, çавăнпах хумхантараççĕ, пăшăрхантараççĕ те вĕсем.
Йытă-кушак шăпи хуçа кăмăлĕнчен чылай килет. Ишпута та («Ишпут»), Хăрканпа Мăркана та («Хăрканпа Мăркан»), Çинира та («Çинир») хуçисемпе ăнăçнă тееймĕн. Кашнин ‒ хăйĕн хуйхи-терчĕ. «Йытă ‒ чи шанчăклă юлташ», ‒ теççĕ. Тулĕк этем пур чухне те тивĕç-ши ку çирĕп туслăха. Ишпута хуçисем юр ирĕлсе шыв сарăлнă вăхăтра пĕччен пăрахса хăвараççĕ: япалисене машинăпа тиесех куçса каяççĕ. Йытти вара çаплипех кăкарăнса юлать... Юрать-ха, ырă та ăш пиллĕ çынсем пĕтмен çут тĕнчере ‒ кĕтмен çĕртен çăлăнăç çитет. Анчах чĕрĕ юлнă Ишпут хуçине каçарĕ-ши.

Çинир йыттăн та сутăнчăклăхпа, чунсăрлăхпа тĕл пулма тивет. Микиш ăратлă, чаплă йытă çинчен ĕмĕтленсе шанчăклă кил сыхлавçине (таçтан тупса килнĕскере) хÿтерсе яма шут тытать. Палăртнине пурнăçа кĕртессишĕн мĕн тери киревсĕр пулма пултарать иккен этем! Пуласлăхра хăйне мĕн кĕтессине пĕлмест. Çав хушăрах мĕн тери пысăк чунлă пулаççĕ чĕр чунсем ‒ ниме пăхмасăр юратаççĕ, каçараççĕ, пулăшма васкаççĕ айван çынсене...
 

О. АВСТРИЙСКАЯ.
«Ялав», Куславкка районĕн хаçачĕ, № 22(9980).
07.06.2019.