Чăвашла кĕнеке парнеле
12 апреля 2021
Ака уйăхĕн 10-25-мĕшĕсенче республикăра «Ачана чăвашла кĕнеке парнеле» акци иртет. Акцие чăваш чĕлхи кунĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Ăна пуçараканĕ ‒ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова.
«Ашшĕпе амăшĕ чăваш çемьсенче те ачасем чăвашла калаçманни тĕл пулать. Чăваш Енри халăхăн 67-е яхăн проценчĕ ‒ чăвашсем. Тăван чĕлхене, йăла-йĕркепе культурăна упраса хăвармалли пĕртен-пĕр меслет ‒ вĕсене чăвашла вуласа пани», ‒ тесе шухăшлать Альбина Егорова.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ыр кăмăллăх акцине кашнинех хутшăнма чĕнсе калаççĕ. Ача садне çÿрекенсене, шкулта вĕренекенсене, нумай ачаллă çемьесенчи ачасене чăвашла кĕнекесем парнелесен аван пулĕччĕ. «Ачана чăвашла кĕнеке парнеле» акцие пирĕн районта пурăнакансем те хастар хутшăнасса шанатпăр.
(ХАМĂР ИНФ.).
«Каçал ен», Комсомольски район хаçачĕ, № 26(10.628).
12.04.2019.