Чăваш тĕррине тĕпчеççĕ
01 ноября 2019
Чăваш тĕрри — халăхăн упранса юлнă пуянлăхĕ. Вăл — чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçне уçса паракан тупра. Унăн вăрттăнлăхне ăсчахсем паянхи кун та тĕпчеççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче Наталия Захарова-Кульевăн «Волшебные узоры кĕскĕ. Асамлă кĕскĕ эрешĕсем» альбом каталогĕ пичетленчĕ.
Унта хĕрарăм кĕпин пĕвĕ çумне çĕлесе хума хатĕрленĕ мăшăр эрешлĕ пир татăкĕсене илсе кăтартнă. «Чăвашсем çак татăка «сыпмалли» тенĕ. Чăваш хĕрарăмĕсем вĕсене çыпăçуллă, килĕшÿллĕ, килпетлĕ ăсталанă», — çырать Наталия Ивановна.
Кăларăмăн иккĕмĕш пайĕнче кĕскĕ эрешĕсене çырса кăтартни пысăк вырăн йышăнать. Ÿкерчĕкĕпе пĕрле унпа хăш вăхăтра усă курнине, вăл музея хăçан тата камран лекнине палăртнă, мĕнле пир çинче мĕнле çиппе усă курни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Кĕнекери эрешсем Чăваш наци музейĕн фончĕсенче упранаççĕ, вĕсемпе музейра çывăхрах паллашма пулать. Чăваш халăхĕн культурипе, историйĕпе, тĕрри-эрешĕпе кăсăкланакансем кăларăма хаклаççех.
Ольга КАЛИТОВА.
«Хыпар», № 124-125 /27557-27558/.
01.11.2019.