Чăваш кĕнекисем вуласа ÿсчĕр
19 апреля 2019
Тăрмăшри вулавăшра «Литературăллă Чăваш Ен» ятпа литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. Ăна Любовь Андреева библиотекарь йĕркелесе ертсе пычĕ. Шкул ачисемпе пĕрле çитĕннисем те пухăннă унта. Малтанах Любовь Власовна республикăра иртекен фестиваль-конкурс пирки тĕплĕн каласа пачĕ, ачасемпе тĕрлĕрен вăйăсем йĕркелерĕ.
Чăваш кĕнеке издательстви 2017 çулта кăларнă çĕнĕ кĕнекесене тишкерсе тухрĕç. Пурте хитре хуплашкаллă, картинисене пăхма кăмăллă, кашни кĕнекинех вулас килет. Тăрмăшри вулакансем «Чин умай вуланакан кĕнеке» конкурса тăратнă Г.Н. Волковăн «Кил илемĕ» ятлă кĕнекине кăмăллаççĕ. Паллах, ачасем ытларах вулаççĕ ку кĕнекене. Ашшĕ-амăшĕ те хăйсен ачисене вуласа пама илет, кукамăшĕсем те мăнукĕсене чылай тĕрленчĕксемпе паллаштараççĕ. Пĕлмелли, усă курмалли нумай кунта. Л.Андреева библиотекарь Геннадий Никандровичăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, презентаци кăтартрĕ. Пурте пĕрле кĕнекери хайлавсене сасăпа та, шăппăнрах та вуласа тишкерчĕç. Уйрăмах ваттисен сăмахĕсемпе анлăн ĕçлерĕç, ачасен чылай ыйтăвĕ çине тĕплĕн те ăнланмалла хуравларĕ вăл.
Кăçал Театр çулталăкĕ пулнă майăн, кĕнекери юмахсене тишкернĕ хыççăн, рольсемпе те вуларĕç. Ачасем питĕ тăрăшрĕç, сасăна ылмаштарса, тĕрлĕрен хусканусем туса калăпларĕç сăнарсене.
«Ăслă ача» калава вуланă хыççăн ачасем шухăша кайрĕç. «Мĕншĕн-ха ватă çынна çырмана кайса янă? Ун пек пулăм пирĕн енче çук вĕт-ха», ‒ тĕлĕнеççĕ вĕсем.
‒ Ватă çынна сума сумаллине, хисеплемеллине, пăхмаллине палăртать автор калавра, - терĕ библиотекарь, ‒ эпир пурте ватăлатпăр, енчен те эпир хамăра çуратса, пăхса ÿстернĕ атте-аннене хисеплемесен, пăхмасан, хамăра та çавăн пек шăпах тивĕ. Тĕлĕнмелле тĕрĕс сăмахсем, калаври сăнара та ача урлă ăнлантарать Геннадий Никандрович.
Ялти вулавăшра çакăн пек уявсем ирттерни ял çыннисемпе ачасене чăваш çыравçисем çинчен ытларах пĕлме, чăвашла тухнă кĕнекесемпе туслашма пулăшать.
Е.МАТРОСОВА, Тăрмăшри культура çурчĕн ертÿçи,
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
«Ял ĕçченĕ», Тăвай район хаçачĕ, № 15(10450).
19.04.2019.