Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш кĕнеке издательстви – 105 çулта (ИД "Хыпар")

13 ноября 2025

Чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарти Пичет çуртĕнчи 7-мĕш хутри хăтлă залра Чăваш кĕнеке издательстви йĕркеленнĕренпе 105 çул çитнине халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Уява кĕнекеçĕсемпе çыравçăсем, журналистсемпе библиотекарьсем, литература тусĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Ăна Ольга Рубцова корректор тата ÿнерпе графика пайĕн заведующийĕ Наталия Орлова ертсе пычĕç. Вĕсем издательствăн кун-çулĕ çинчен кĕскен каласа пачĕç. Хăнасем экран çинчи презентаципе паллашма пултарчĕç.

 

«Эсир – пуян культура еткерлĕхне упракансем, малалла аталантаракансем. Сирĕн кулленхи ĕç-хĕлĕр, кашнин тÿпи, паянхи курăмлă пĕтĕмлетÿсем – пуласлăхри аталанăва хывнă çирĕп никĕс. Пирĕн умра – кĕнеке издательствине, унăн брендне, пурлăхпа техника никĕсне çĕнетмелли пысăк мероприяти. Эпир ку ĕçе пуçăнтăмăр ĕнтĕ. Пурне те ăнăçу, çитĕнÿсем тата ăшăлăх сунатăп», – терĕ Чăваш Республикин цифра министрĕ Михаил Степанов.

 

Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (14.11.2025)

Источник: ИД "Хыпар" ВКонтакте