Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш çыравçисен кунĕ ‒ Трак енре

09 апреля 2019

Чăваш наци библиотеки йĕркеленипе «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке (çулталăк кĕнеки)» конкурс ирттересси çирĕп йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Асăннă тупăшăва тăратнă кĕнекесемпе вулакана туллин паллаштарас тĕллевпе чăваш çыравçисем халĕ тăтăшах вырăнсенче пулаççĕ. Çакăн евĕр тĕл пулу районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче иртрĕ те.
Тĕп вулавăшăн залне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Красноармейскинчи вăтам шкулăн кадет класĕнче вĕренекенсемпе «Тимлĕх» клуба çÿрекенсем пухăннă. Хăнасене ‒ чăваш халăх çыыравçине Сергей Павлов-Вэскере, вырăсла хайлавсем калăплакан Галина Белгалиса, юрăç-композитора, çыравçăна, радиожурналиста, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятельне Светлана Асамата, хамăр ентеше, Чăваш наци радиовĕн журналистне, республикăри Çемен Элкер, хамăр районти Н. Янкас ячĕллĕ премисен лауреатне Роза Деменцовăна, Чăваш наци библиотекин ĕçченне Ольга Величкона ăшшăн, алă çупса кĕтсе илчĕç.
О. Величко пухăннисене Чăваш наци библиотеки йĕркелекен «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăк кĕнеки‒2017» конкурс пирки каласа кăтартрĕ, Шупашкар хăнисемпе паллаштарчĕ.
С. Павловăн сăмахне те тулли кăмăлпа итлерĕç. Сергей Лукиянович хăйĕн кун-çулĕн тапхăрĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл - чăваш халăх писателĕ, публицист, журналист-политолог, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Хресчен сасси. Кил» хаçат редакторĕ, «Сиплĕ çумăр», «Сĕлкĕш», «Хаяр ытам», «Авăр», «Сулăнчăк», ытти кĕнекесен авторĕ. «Кăçалхи чÿк уйăхĕнче чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитет. Мана, Канаш районĕнче ÿссе çитĕннĕ çынна, поэт кун-çулĕ çывăх. Çеçпĕл Мишшин шăллĕ, Гурий Кузьмич, вĕреннĕ çын пулнă, пирĕн аттепе тачă çыхăнура пулнă. Вăл тăтăшах пирĕн пата килсе çÿретчĕ, пиччĕшĕ пирки материалсем пухатчĕ. Хăй çĕре кĕрсен çак тупрана Чăваш наци гуманитари институтне леçсе панă. Çавсемпе усă курса пилĕк пайран тăракан, Çеçпĕл Мишшин кун-çулне халалланă «Асамлă кĕпер» вулакан патне çитертĕм. Ăна сирĕн вулавăша парнелетĕп, çĕнĕ хайлавпа эсир туллин паллашма пултаратăр». Вăл районти тĕп вулавăша асăннă кĕнекен 9 экземплярне парнелерĕ.
С. Асамат та Канаш районĕнче çуралса ÿснĕ. Çавăнпа та Светлана Васильевна хăйĕн сăмахĕнче Çеçпĕл Мишши пирки пăрăнса иртме пултараймарĕ, чăвашлăх темине çĕклерĕ. Вăл ку таранччен 20 кĕнеке пичетлесе кăларнă, вĕсенчен 13-шĕ - чăвашла, тĕрлĕ конкурссен лауреачĕ. Вăл сăвăсем вуларĕ, юрăсем юрларĕ.
Г. Белгалис - Чăваш Енри вырăсла çыракан авторсенчен пĕри. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ 1995 çултанпа республикăри çыравçăсен канашĕнче тăрать. 18 кĕнеке авторĕ, вĕсенчен 10-шĕ ‒ ачасем валли çырнисем. Вăл нумаях пулмасть вулакан патне çитнĕ «Вредные советы для родителей» кĕнеке пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Унăн пĕр экземплярне вулавăша парне кÿчĕ.
Р. Деменцова хамăр районти Тусай ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш наци радиовĕнче вăй хурать, çавна май унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунĕнче, К. Иванов ячĕллĕ чăваш академи драма театрĕнче паллă тăвакан Чăваш наци радиовĕн 10 çулхи юбилейне йыхравларĕ.
Тĕл пулура ЧНКан районти уйрăмĕн ертÿçи З. Михайлова тухса калаçрĕ. Зинаида Петровна районти тĕп вулавăша çакăн евĕр тĕл пулусем йĕркеленĕшĕн тав турĕ, вĕсем вĕренекенсемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
Ун хыççăн Шупашкар хăнисем Трак вăтам шкулĕнче вулчĕç, кунти 5, 6, 11-мĕш классенче вĕренекенсемпе ăшă тĕл пулу йĕркелерĕç. Тĕп хулана каяс умĕн вĕсем Кĕçĕн Шетмĕри вулавăша кĕрсе тухрĕç, ял çыннисене çыравçăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Тĕл пулăва 30-ăн хутшăнчĕç.
Ю. БОРИСОВ.
«Ял пурнăçĕ», Красноармейски район хаçачĕ, № 25(9925).
09.04.2019.