«Чăваш чĕлхи кунĕсем» акци пуçланчĕ
16 апреля 2019
«Хыпар» хаçат пуçарнипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем «Чăваш чĕлхи кунĕсем» пĕрлехи акци ирттереççĕ. Вунăкунлăх вăхăтĕнче район, республика хаçачĕсенче тĕрленчĕксемпе статьясем пичетленеççĕ, телерадиоканалсенче радиоочерксемпе телекăларăмсем кун çути кураççĕ.
Акцие «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕ те хутшăнать. Хамăр вулакансене Чăваш чĕлхи кунне халалланă викторинăна хутшăнма йыхравлатпăр.
Ыйтусем:
1. Чăваш Республикинчи «Чĕлхесем çинчен» саккуна хăçан йышăннă?
2. «Тезаврус лингве чувашорум» (Чăваш сăмахĕсен кĕнеки) ĕçе кам çырнă? Вăл хăш çулсенче пичетленнĕ?
3. Чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматики мĕн ятлă? Ăна кам çырса хатĕрленĕ? Кĕнеке ăçта тата миçемĕш çулта пичетленсе тухнă?
4. Сăн ÿкерчĕкре кама сăнлан? Унăн паллă ĕçĕсем.
5. «Ырă чăваш тупăнчĕ, ырă ĕçе тытăнчĕ...» йĕркесен авторĕ кам, вĕсем хăш хайлавран?
Çак ытйусен хуравĕсене «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцине шăнкăравласа (22-3-32) е çитерсе памалла. Чи малтан тĕрĕс хуравланă пилĕк çын парнене тивĕçет.
«Пурнăç çулĕпе» (Элĕк районĕ) хаçат редакцийĕ.
№ 28(11845).
16.04.2019.