Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чăваш чĕлхи кунĕсем

16 апреля 2019

«Хыпар» хаçат пуçарнипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем «Чăваш чĕлхи кунĕсем» пĕрлехи акци ирттереççĕ. Вунă кунлăх вăхăтĕнче район, республика хаçачĕсенче тĕрленчĕксемпе статьясем пичетленеççĕ, телерадио каналĕсенче радиоочерксемпе телекăларăмсем кун çути кураççĕ.
Викторина ‒ «Хыпарпа» пĕрле
1. Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев хатĕрленĕ букварь хăй пурăннă çулсенче миçе хут пичетленсе тухнă?
2. «Хыпар» никĕслевçи Николай Никольский 1906 çулхи çу уйăхĕччен хаçатăн миçе номерне редакциленĕ?
3. Чăваш Республикинчи «Чĕлхесем çинчен» саккуна хăçан йышăннă?
4. Чăваш чĕлхин аталанăвне ăсчахсем миçе тапхăра тата мĕнлисене пайлаççĕ?
5. «...Вăхăт çитĕ ‒ Чăваш çĕрĕн кăмăллă чĕлхи чаплă пулĕ, вăлах пулĕ çамрăк чун пахи...» йĕркесен авторĕ кам?
Çак ытйусен хуравĕсене «Хыпар» хаçат редакцине 36-03-38 номерпе шăнкăравласа тĕрĕс пĕлтерекен 5 çынна «Хыпар»-эрнекун» хаçата 2019 çулхи II-мĕш çур çулта илсе тăмашкăн çырăнса паратпăр.
Тата 5 çынна Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш тĕрри» кĕнекепе тивĕçтерет.
«Ял пурнăçĕ», Красноармейски районĕ хаçачĕ, № 27(9927).
16.04.2019.