«Чăн хушаматăма манчĕç пек туйăнать»
09 августа 2019
Пĕчĕк чухне вăл сăвă-калав çырма, кĕнекесем пичетлесе кăларма ĕмĕтленнĕ. Пĕрремĕш хайлавĕ — «Ухмах патша» юмах — 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне «Ачапча» хаçатра кун çути курнă. Литература анинче тар тăкакан Ольга Австрийская /Иванова/ пултарулăхĕ вулакан кăмăлне каять, çĕнĕ кĕнеке пирки ыйтакан тупăнсах тăрать. Кăçал вăл çамрăк авторсен республикăри «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурсĕнче мала тухрĕ. «Проза» номинацире унăн «Чи çутă ĕмĕт» калавĕ çĕнтерчĕ.
Янăравлă ят шыраса
Литературăна кÿлĕнекенĕн янăравлă та асра юлакан хушма ят тупмалла. Хаçат редакторĕсем: «Иванова — ытла ансат», — тенĕ. Çемье кун-çулне шĕкĕлченĕ çыравçă мăн кукашшĕн хушма ячĕпе усă курма шут тытнă. «Аслă кукаçи Иосиф — Австри çынни. Арçын Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче тыткăна лекнĕ те пирĕн ял çывăхĕнчи чукун çула çĕнетнĕ çĕрте ĕçленĕ. Вăл аслă кукамайпа, Матрÿнпе, паллашса мăшăрланнă. Шел, пĕр документ та упранса юлман. Аслă кукамай инкекрен-темрен сыхланса йăлт вут-çулăма ывăтни пирки илтнĕччĕ. Ял халăхĕ ăна Австри Уçăп арăмĕ тесе чĕннĕ. Тыткăнра пулнисене ирĕке ярсан Иосиф чăваш ялĕнчех юлнă, Австрире унăн пĕр тăван та юлман. Иосифпа Матрÿнĕн ачасем татах пулнă. Шел, вĕсем пирки нимех те пĕлместĕп, каласа паракан та юлмарĕ. Аннепе кукамайран тĕплĕнрех ыйтса юлмаллаччĕ. Çынсем кирек ăçта курсан та: «Акă Австрийская пырать», — теççĕ халĕ. Манăн чăн хушамата манчĕç пек туйăнать», — пĕлтерчĕ Ольга.
2017 çулта унăн «Чăлах пуканесем» кĕнеки пичетленнĕ. Ольга пытармасть, кĕнеке кăларасси çăмăл ĕç мар. Анчах чун туртсан кирек епле йывăрлăха та парăнтарма пулать. Килĕшмен ĕç вара чĕр нуша пулса тăрать. Чăваш кĕнеке издательствинче тăрăшаканскер писатель-поэт ал çырăвĕсемпе пĕрремĕш паллашать. «Вĕсенчен вĕренмелли тем чухлех, — палăртрĕ çамрăк çыравçă. — Чĕлхе пуянлăхĕпе, сюжет йĕркелессипе Елен Нарпие, Улькка Эльмене, Андрей Растворцева, Валентин Константинова, Галина Матвеевăна, Ольга Васильевăна палăртатăп. Юрий Артемьев Антуан де Сент-Экзюперин «Пĕчĕкçеç принцне» француз чĕлхинчен чăвашла тÿррĕн куçарчĕ. Халĕ çак куçарăва сутлăхра та тупаймăн, туянса пĕтерчĕç. Кăсăклă кĕнеке лавкка çÿлĕкĕ çинче выртмасть».
Сăвă ăнсăртран çуралать
Ольга поэзире те маттур. Сăвăсем ăнсăртран «килеççĕ» иккен. «Кăçал çулла ăшшипе пит савăнтармасть, пĕрмай çумăр лÿшкет. Пĕринче пăрçа туянтăм, анчах вăл унччен илни пек пылак марччĕ. «Раньше слаще был горох» йĕрке пуçа кĕчĕ, рифма та тупăнчĕ. Çĕнĕ сăвă ăнсăртран çуралчĕ. Пуçа килнĕ çаврана кун пек чухне çырса хума ĕлкĕр çеç. Калав валли нумай вăхăт тата хайлав тĕнчине пуçĕпех путни кирлĕ», — пĕлтерчĕ Ольга. Сăмах май, вăл хăйне «кивĕлле ĕçлекен çын» тет — пуçра çуралнă йĕркесене хут çине çырма васкать.
«Чи çутă ĕмĕт» калав пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче çуралнă. Çыравçă хавхаланусăр ĕçлеймест. Çак туйăм вара тĕлĕнмелле çынсемпе паллашсан, кăсăклă вырăнта пулсан, савăнăçлă хыпар илтсен вăранать. Çĕнĕ çул умĕн Ольга ал ăстисен куравне çитсе курма шут тытнă. «Дизайн Фест» проект тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансене пуçтарать. Унта хутшăнакансем ăстасен ĕçĕсемпе киленеççĕ, кăмăла кайнă япаласене парне валли туянаççĕ. Çыравçă куçа курăнман япаласене асăрхать. Çак хĕвĕшÿпе уяв умĕнхи асамлăха сăнаса хавхаланнă Ольга киле çитнĕ те сĕтел хушшине ларнă.
«Калав пуçламăшĕнче те пурте васкаççĕ, вăраха тăсăлнă ĕçсене вĕçлесшĕн тăрăшаççĕ. Çав каç шухăшсен ытамĕнчен тухаймарăм. Йĕркесем хăйсем килчĕç. Сехет йĕппи çур çĕр тĕлне çывхарчĕ. Тепĕр икĕ предложени çырăп та çывăрма выртăп тесе лартăм, анчах калав ниçта ямарĕ. Тепĕр чухне хайлав çырма пуçлатăп та шухăшсем килменрен тăрса утатăп. Виçĕ-тăватă çул выртаканни те пур, вĕсене хушăран алла тытатăп та малалла мĕнле тăсмаллине пĕлместĕп. «Чи çутă ĕмĕте» ирхи тăватă сехетре çырса пĕтертĕм. Ыйхă та килмерĕ», — тĕлĕнтерчĕ çамрăк автор.
Мĕн вуламаллине тĕплĕ суйлать
Ольга ялан алла кĕнеке тытать. Кичемлĕх пуссан Петĕр Яккусен, Любовь Мартьянова, Ах Астахова сăввисен пуххисене вулать. Унăн шухăшĕпе, вĕсен поэзийĕ ăмăр кунра та кăмăла çĕклет. Çамрăк автор мĕн вуламаллине тĕплĕ суйлать. Алла лекнĕ кашни кĕнекене шĕкĕлчемест. Вăхăт сахал, ăна усăллă ирттермеллине палăртать: çырмалла, уçă сывлăшра çÿремелле… Тин кăна Мархва Трубинан «Ача чухнехине» тепĕр хут вуланă çыравçăн килĕнче — чăн-чăн библиотека. Унта Александр Артемьев, Юлия Вознесенская, Арчибальд Кронин, Дафна Дюморье, Джоджо Мойес, Фредрик Бакман тата ыттисен кĕнекисем вырăн тупнă. Ольга Васильевăна, Николай Андреева, Валентин Константинова хальхи пурнăçа, пирĕн вăхăтри кăмăл-сипет ыйтăвĕсене аван сăнласа панăшăн кăмăллать. Çамрăксем хăйсем пирки хайланă, хăйсене пырса тивекен, кулленхи ĕç-хĕлне çутатакан хайлавсем те вуласшăн-çке.
Литература пуласлăхĕ пирки шухăшлакан, пăшăрханса калаçакан чылай. Ольгăн шухăшĕпе, ытлашши кулянма кирлĕ мар. Яшсемпе хĕрсем соцсетьсенче çĕнĕ кăларăмсене тишкереççĕ, хăйсен шухăшне палăртаççĕ. «Илемлĕ литература конкурсĕсене хутшăнакансем пур. Эппин, лару-тăру начарах мар. Чăваш кĕнеке издательстви çамрăк вулакансем хушшинче пултарулăх конкурсĕ ирттерет. Унта хутшăнакансен ĕçĕсене тишкеретĕп, кĕнекене вуласа тухмасăр сочинени çыраймĕç», — терĕ вăл. Унăн шухăшĕпе, чăваш литературинчи хĕрÿ чĕреллĕ, хыт утăмлă авторсем пур. Вĕсен пултарулăхне вăхăт иртсен çеç туллин хаклама пулĕ.
КĔСКЕН:
• Ольга Австрийская Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче çуралса ÿснĕ.
• 2012 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
• Республикăри çамрăк авторсен «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» конкурса тăватă хут хутшăннă.
• Халĕ Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература редакторĕнче ĕçлет. Хăй редакциленĕ кĕнекесене асăнмалăх яланах туянать.
• Çĕнĕ кĕнекене вулама пуçличчен унăн ырă шăршипе киленет. Электрон кĕнекесене кăмăлламасть.
• «Если б ты подарил мне котенка…» сăвви «МАЙ» çамрăксен общество организацийĕ йĕркеленĕ V литература конкурсĕнче палăрнă, çамрăк авторсен хайлавĕсен пуххине кĕнĕ. Кĕнекене Екатеринбургра пичетленĕ.
• Раççейри çамрăк çыравçăсен пултарулăхне сăнаса тăрать. Ах Астаховăпа Айгиз Баймухаметовăн хайлавĕсене уйрăмах кăмăллать.
ШУХĂШ
Елен НАРПИ, çыравçă:
— Оля Иванова /Австрийская/ пек студентсем çулсем иртсен те манăçмаççĕ. Тĕрĕссипе, университетра чылай çул ĕçлекен преподавательсем вăл е ку студентран мĕн кĕтмеллине тÿрех кураççĕ. Оля 150 проценчĕпех тăрăшуллисен йышĕнчеччĕ. Мĕн вĕренме панине пурнăçламанни унăн пачах пулман. «Илемлĕ текста редакцилесси» дисциплинăна вĕрентме пуçласан пĕр иккĕленÿ те юлманччĕ — «Çыравçă çеç мар, редактор та пулатех санран», — теттĕм. Чăн та, çаплах. Ун чухне Ольăн хайлавĕсенчен чылайăшĕ манăн алă витĕр тухнă, халĕ вăл хăй манăн кĕнекесене редакциленĕ Оля Австрийская пулса тăчĕ. Мĕнех, кайри мала, хур кайăксем!
«Хыпар», № 88-89(27521-27522).
09.08.2019.