Çĕнтерӳ кунне май килнĕ таран çывхартнă
08 мая 2020
Чăваш кĕнеке издательстви «Çĕнтерӳ кунне май килнĕ таран çывхартнă. Чăваш Ен Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Ăна вăтам тата аслă çулсенчи шкул ачисем валли хатĕрленĕ. Авторĕсем — Олег Андреевпа Марина Широкова.
Уйрăм сыпăкне Сăрпа Хусан оборона чиккисене тунине халалланă. Аса илтерĕпĕр, вĕсене тăвасси пирки Патшалăх Оборона комитечĕ 1941 çулхи октябрĕн 13-мĕшĕнче йышăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ тăшмана промышленноç центрне — Хусана çитерес марри пулнă.
Сăр çинчи оборона чикки Етĕрне районĕнчи Засурски ялĕнчен Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Пантьăк ялĕ, Улатăр районĕнчи Сурски Майдан ялĕ çумĕсемпе Чăваш АССРĕн чикки таран пынă. «Хусан обвочĕ» оборона чикки Чăваш Ен территорийĕнче Звенигово Затонĕнчен пуçласа Октябрьски ялĕ, Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç тата Арапуç ялĕсем урлă Тутар АССРĕн чикки таран, Тăвай районĕнчи Тăвай тата Мучар ялĕсем çумĕпе иртнĕ.
Чикĕсен тăршшĕ 300 километр пулнă. Çак ĕçе 171450 çынна явăçтарнă. Вĕсем хушшинче — хĕрарăмсемпе çула çитмен çамрăксем. Вĕсем окопсем чавнă, блиндажсемпе укрепленисем тунă. 1941 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 1942 çулхи январь уйăхĕччен 40 градуслă сивĕре вĕсем алă вĕççĕн 5 миллион кубометр тăпра кăларнă. Строительство ĕçĕсене вĕçлесен, оборона чиккисене республика туллии çар хатĕрлĕхĕнче 1943 çул вĕçлениччен тытса тăнă.
«Çакă çителĕксĕр çутатса панă тата тĕпчемен истории пулăмĕ. Ку тылри çĕр пин ытла çыннăн массăллă паттăрлăхĕ, тимлĕхе тивĕçлĕ истори. Нумаях пулмасть çак истори тапхăрĕпе çыхăннă документсене вăрттăнлăхран кăларнă. Кун çинчен каласа памалла, уйрăмах çамрăк ăрăва», — палăртнă регион пуçлăхĕ Олег Николаев.
«Ĕç ялавĕ», Етĕрне районĕн хаçачĕ, № 34(11752).
08.05.2020.