Çĕнĕ кĕнеке ‒ вырăсла
26 июля 2019
Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакан çамрăксене тĕрĕслев алли кĕтсех тăрать тейĕн. Тÿрĕ çултан пăрăнмасăр тивĕçлĕн утса тухма пĕрре те çăмăл мар, юн вĕренĕ чухне кирек мĕнле йывăрлăха та çăмăллăнах парăнтарассăн туйăнать. Анчах черченкĕ чунлăскерсене чылай чухне пĕчĕк тумхах та ураран ÿкерме пултарать иккен. Шăпах çакăн пирки каласа парать те нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче вырăсла пичетленнĕ Лидия Филипповăн «Заколдованная черемуха» кăларăм. Чăваш литературипе кăсăкланакансем унпа паллашнă та пулĕ. 2012 çулта аслă классенче вĕренекенсем валли «Ылханлă хура çĕмĕрт» пьесăпа калавсен пуххи пичетленсе тухнăччĕ. Унта çамрăксен пурнăçне сăнласа панă. Халĕ çыравçă çак кĕнекери чылай хайлавпа вырăсла паллашма сĕнет. Куçаруçи – Ольга Васильева, редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Михаил Николаев.
Вырăсла кăларăмра – пурĕ вун ултă калав, калав пуххине чăвашла кĕнекене кĕмен авторăн вĕр çĕнĕ хайлавĕсем те пур унта: «Тăлăхскер» (Сирота-сиротинушка), «Сĕрĕм» (Секта), «Кам эсĕ – Турă çырни?» (Три года счастья), «Каспи тинĕсĕ» (Каспийское море), «Тĕлĕк» (Знаки судьбы), «Чăваша тыткăнланă Мускав» (Московский таксист) тата «Айван йăнăш» (Беглец) калавсем. Вĕсенчи тĕп сăнарсем – паянхи çамрăксем. Тĕрлĕ йăнăш витĕр тухса пурнăç илемне туйма вĕренеççĕ, çирĕп туслăхпа таса юратуран, çемье ăшшинчен илемлĕреххи нимĕн те çуккине ăнланса илеççĕ.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
«Пурнăç çулĕпе», Элĕк районĕн хаçачĕ, № 61(11878).
16.08.2019.