Корзина
(пусто)
(0 руб.)

ÇĔНĔ КĔНЕКЕ Мĕнле вăрттăнлăх упрать катăк чĕлĕм?

28 февраля 2022

Чăваш халăх çыравçин Георгий Красновăн кĕнекисене хавхаланса вуласа темиçе ăру çитĕннĕ.
Унăн «Асамлă çăлкуç», «Инçетри сасăсем», «Сарамат пĕкки», «Катăк чĕлĕм», «Çамрăк юланутçăсем», «Чипер хĕрача Ксени» тата ытти хайлавне ваттисем те, вăтам çултисем те, ачасем те пĕлеççĕ. Çулсем иртсен те вулакансене кăсăклантарма пăрахмаççĕ, пĕлтерĕшне çухатмаççĕ.
Шăпах çак шухăша çирĕплетет те Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Катăк чĕлĕм» кĕнеке. Ăна Георгий Красновăн 1972 çулта тухнă повеçсен пуххине тĕпе хурса хатĕрленĕ. Вăл «Кивелми кĕнеке» ярăмпа пичетленнĕ. Паллă ĕнтĕ: библиотекăсен фончĕсем пуянланаççĕ, анчах алăран ямасăр шĕкĕлчекен кĕнекесем вăхăт иртнĕçем кивелеççĕ. «Кивелми кĕнеке» ярăм чăваш литературин ылтăн çÿпçине кĕнĕ кăларăмсене вулакан патне тепĕр хут çитерме пулăшать.
«Катăк чĕлĕм» приключени повеçĕнче тĕп сăнар Сашшук юлташĕсемпе вылянă чухне ăнсăртран катăк чĕлĕм тупать те ăна илет. Кĕç арçын ача хыпар пĕлет — лесникăн тата унăн çемйин пурнăçĕ мĕнле пуласси малашне пĕтĕмпех çав япаларан килет иккен. Мĕнле вăрттăнлăх упрать-ши катăк чĕлĕм? Темĕнле пулсан та тĕрĕслĕхе тупса палăртма тĕв тăвать Сашшук.
Кĕнекене çавăн пекех «Матрос карттусĕ» тата «Тĕкĕр витĕр» повеçсем кĕнĕ. Вулакана кунта та интереслĕ пулăмсем кĕтеççĕ. «Матрос карттусĕнче» Акулина Мусимовна шкул ачисенчен пулăшу ыйтать: вăл аякран çыру илнĕ, анчах мĕнле вуламаллине пĕлмест… ара, ăна полякла çырнă-çке. Çак самантран хастар ачасем канăçа çухатаççĕ — ыйтусем хушăнсах пыраççĕ, хуравĕсене тупма çăмăл мар.
«Тĕкĕр витĕр» фантастика повеçĕ асамлăх чăнлăхпа юнашарах çÿренине аса илтерет. Гриша çĕнĕ юлташĕсене пĕр хушăрах шиклентерет те, тĕлĕнтерет те: тарăн çырма тĕпĕнче тем сăлтавпа тĕкĕрсем вырнаçтарса тултарнă вăл, вĕçĕмсĕр «Хĕвеçут», «илвеш левĕх» текелет. Мĕне пĕлтереççĕ ку сăмахсем? Çак тата ытти вăрттăнлăхăн тупсăмне кĕнекепе паллашсан çеç пĕлме май пур.
Ольга ИВАНОВА.
«Хыпар», № 21-22(27604-27605).
28.02.2020.