Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Çăнăх çук чух хăй сиплĕхне кÿрет мăян…»

03 июля 2020

Юрий Сементерĕн «Çĕнтерӳ ячĕпе» кăларăмне совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.
Чăваш халăх поэчĕн çĕнĕ кĕнекине ытти кăларăмра пичетленмен сăвăсемпе поэмăсем кĕнĕ. Кĕнекери сăвăсене тĕрлĕ ярăма уйăрнă. «Çĕнтерӳ ячĕпе» пайра Аслă Çĕнтерӳ теми тата салтаксен иксĕлми паттăрлăхĕ тĕпре.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çемьенех хĕн-хур, инкек илсе килнĕ. Тăшман никама та, ниме те шеллемен — ял-хулана çунтарнă, халăха тĕп тăвасшăн ăшталаннă. Ачасем те çитĕннисемпе танах нушине пайтах курнă-тӳснĕ, выçăллă-тутăллă пурăннă, тӳнсе кайиччен ĕçленĕ, пурпĕр ырра шанма пăрахман. «Вăрçă ачисем» ярăмри сăвăсем шăпах вĕсен шăпипе паллаштараççĕ.
Çăнăх çук чух,
Кĕрпе çук чух
Хăй сиплĕхне кӳрет мăян.
Татмашкăн сертепе пултран
Вăрманалла утас пулсан —
Мăян пирĕнпеле ялан.
/«Мăян»./
«Мамай сăртламĕ» поэмăра автор вăрçа хутшăннă поэтсене аса илсе кашнине сăвă халаллать. «Хаклă пиччемĕрсем! Эпĕ хĕл варринче çуралса утма пуçланă вăхăтра эсир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хаяр çапăçăвĕсене кĕнĕ, кам Çурçĕрте, кам Мускав патĕнче, кам кăнтăр енче тăшмана пăшалпа тĕлленĕ, пенĕ, чунăрта кăвар пек хĕрӳ сăвăсем кĕвĕленĕ», —шăрçаланă Юрий Семенович. Камсем-ха вĕсем, юнлă вăрçăра çамрăклах пуç хунисем? Иван Викторов, Григорий Калинин, Марк Аттай, Николай Пиктемир, Андрей Петтоки, Василий Васькин... «Сирĕн паттăрлăхăра, сирĕн çынлăхăра, сирĕн чунлăхăра чĕререн сума суса эпĕ çак сăвă ярăмне çыртăм, халĕ ăна сирĕн пĕрлехи сăваплă тăпрăр умне халăхăмăр ячĕпе хуратăп», — тенĕ автор.
Поэзи тусĕсем çавăн пекех «Кĕмĕл хĕлĕх», «Хĕвеллĕ симфони» пайсенчи сăвăсене вуласа киленме пултараççĕ. Лирикăлла хайлавсенче Юрий Сементер паянхи пулăмсен туртăмĕсене тишкерет. Çĕр çавраран тăракан «Салам, Омар Хайям!» поэма тарăн шухăшлăхĕпе илĕртет. Тухăç поэзийĕн туртăмĕпе хĕмленнĕскер илемĕпе те тыткăнлать:
Пикеçĕм, туслăх шерпетне уçсам,
Вăл юратушăн пулĕччĕ бальзам,
Кашни çут çăлтăр чĕрене ачашлĕ
Çӳлтен ануçăн ытарми асам.
«Пĕлĕтсем хушшинчи пайăрка» ярăмри çаврасем те рубаи сывлăшĕпех сывлаççĕ:
Сентябрь, çутçанталăк ювелирĕ,
Кăкăр çине сар çулçă тӳмелерĕ.
Кĕр мăнтăрĕн хитре ытамĕнче
Паян эп — ылтăн çăлтăр кавалерĕ.
Ольга ИВАНОВА.
«Хыпар», № 72-73(27655-27656).
03.07.2020.