Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Авторсене тата вулакансене хавхалантаракан тупӑшу (ГТРК "Чувашия")

03 мая 2023

Наци библиотекинче "Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри кӗнеке - 2022" фестиваль-конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Чи пултаруллӑ авторсене тӗрлӗ номинацире палӑртрӗҫ.

 

Чыслав Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранапа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫ-пуҫ шучӗпе иртни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫулсерен пулакан конкурсӑн тӗллевӗ - наци литературин паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртасси, вӗсене халӑхра сарасси, ҫамрӑк ӑрӑва нумайрах вулама илентересси.

Конкурса 2022-мӗш ҫулта тухнӑ илемлӗ тата ӑслӑлӑх литератури, вӗренӳ, таврапӗлӳ кӑларӑмӗсем хутшӑннӑ. Пурӗ 588 кӗнеке. Чи пахисене тӗрлӗ номинацире палӑртрӗҫ. "Поэзи" жанрӗнче Марина Карягинӑн "Вӑхӑт тараси" тата "Урӑх ӑру" кӗнекисене ӑсчахсемпе тӗпчевҫӗсем чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. 

"Проза жанрӗпе ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке" номинацире Георгий Федоровӑн "Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи" романӗ ҫӗнтерчӗ. Чӑваш литературине вӑл хӑйнеевӗрлӗ хайлавсемпе пуянлатнӑ. Ача-пӑча кӗнекисенчен икӗ кӑларӑма палӑртма йышӑннӑ конкурс комиссийӗ. Кӗҫӗннисем валли ҫырнисем хушшинче Людмила Смолинӑн "Шӑпӑрлан" кӗнеки мала тухрӗ. 12 ҫултан аслӑраххисен ушкӑнӗнче - "Ют пахчари хӑмла ҫырли". Авторӗ - Дмитрий Моисеев, "Хыпар" издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ.

"Чи нумай вуланакан кӗнеке" - Алевтина Дмитриевӑн "Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ". Алевтина Анатольевна - чӑваш литературинчи ҫӗнӗ ятсенчен пӗри. Ҫавӑнпа та ҫак сумлӑ конкурсра ҫӗнтерни тата тӑрӑшарах ӗҫлеме хистет, терӗ. "Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки" - "Мир Волжской деревни во второй половине XIX-ого - начале XX века" монографи. Авторӗ - Геннадий Николаев истори наукисен кандидачӗ.

Авторсене ытти номинацисенче те чысларӗҫ. Ҫакӑ вӗсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем ҫырма ҫунатлантарӗ.

 

Диана Иванова, Вадим Владимиров 

Источник: ГТРК "Чувашия"