Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Асра юлнă тĕлпулу

19 апреля 2019

Энтри Пасар библиотекинче ĕçлекен Л. Шикарева тăрăшнипе ялти вăтам шкулта чăвашсен паллă поэчĕпе тата прозаикĕпе, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕпе Николай Ишентейпе ‒ Николай Петрович Петровпа ‒ тĕлпулу йĕркеленĕ.
Вăл ‒ сăвăсемпе интереслĕ калавсенчен, повеçсенчен тăракан 20 ытла кĕнеке авторĕ. Вĕсене ачасене те, çитĕннĕ çынсене те халалланă. Çав кĕнекесенче ыркăмăллăх, йăла-йĕркене, ăс-тăн хаклăхне упрасси çинчен сăмах пырать.
Тĕлпулу вăхăтĕнче Николай Петрович 1-5-мĕш классенче вĕренекенсене тата учительсене хăйĕн пултарулăхĕпе, «Ачаш кулăш вăрттăнлăхĕ» кĕнекипе паллаштарнă, çавăн пекех хăй çырнă темиçе юптарăвне каласа кăтартнă. Çак кăларăм «Литературăллă Чăваш Ен: 2017 çулхи пуринчен нумайрах вулакан кĕнеке» списока лекнĕ пулнă.
Шкул ачисем писатель, сăвăç каласа панине питĕ тимлĕ итленĕ, хăйсене хумхантаракан ыйтусене панă. Вĕсене нумайăшĕ интереслентернĕ: пĕрремĕш сăввине хăçан çырнă, вăл мĕн ятлă пулнă, мĕншĕн çакнашкал хушма ят суйласа илнĕ тата ытти те.
А. ТУРГАНОВА.
«Ялав», Куславкка район хаçачĕ, № 15(9973).
19.04.2019.