Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Аслă типĕре ‒ Кĕлĕ кĕнеки

04 мая 2019

Аслă типĕ пырать. Сăваплă çак кунсенче тĕне пăхăнса пурăнакансем çăмарта, сĕт тата какай çиесрен тытăнса тăраççĕ.
Çавăнпа пĕрлех чуна тасатмалли çинчен те манмаççĕ. Типĕ тытнă вăхăтра кĕлĕ вулани питĕ усăллă. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пил панипе Чăваш кĕнеке издательствинче тăван чĕлхепе «Кĕлĕ кĕнеки. Туррăн Таса Ÿчĕпе Юнне ăша илмелли йĕрке» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Кăларăмпа чиркÿре ирттерекен кĕлĕ вăхăтĕнче, çавăн пекех килте те усă курма юрать. Унта ирхи тата каçхи кĕлĕсене кĕртнĕ.
«Хыпар», № 37‒38(27470‒27471).
05.04.2019.