Ашшĕ çутнă хунар
24 мая 2019
Анатолий Волков — паллă хирург, РФ тава тивĕçлĕ врачĕ. Вăл 1931 çулта Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕкре çуралнă.
Вăтам шкул хыççăн Хусанти медицина институтĕнче вĕреннĕ, унтан пĕр тапхăр Канаш районĕнчи Сиккасинчи больницăра тухтăрта, унтан тĕп тухтăрта ĕçленĕ. Анатолий Никандрович 1962 çулта кандидат диссертацине хÿтĕленĕ, 1973 çулта — доктор диссертацине. 1968 çултанпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет.
Медицинăри паллă çын пултаруллă çыравçă та. Калавĕсемпе повеçĕсенче тухтăрсен йывăр ĕç-хĕлĕпе паллаштарать. Анатолий Никандровича, тăван чĕлхене мĕн ачаран сума сăваканскере, унăн сĕткенне туйса тăраканскере, амăшĕн ытарлă кашни сăмахне ăша хывса çитĕннĕскере, чăваш кун-çулне, тăван ял çыннисен шăпине уçса парас тени те алла калем тыттарнă. Вăл шăрçаланă «Çăлтăр мĕншĕн ÿкет-ши?», «И вновь забилось сердце…», «Хирург телейĕ» кĕнекисем унăн илемлĕ литературăри пулатрулăхне аван уçса параççĕ. «Атте çути» кĕнеки вара — автобиографиллĕ роман. Мĕншĕн шăпах çакăн пек ят панă-ха ăна? Произведенири çак йĕркесем — «Сасартăк аякра çутă курăнса кайрĕ… Атте хунарĕ çав каç кăна мар, пĕтĕм пурнăç тăршшĕпех ман çула çутатрĕ. Çак куна çитичченех вăл сÿнмерĕ» — кĕнеке ячĕн пĕлтерĕшне уçса параççĕ.
Алла илсе вулаканшăн романра кăсăкли пайтах. Анатолий Никандрович эпир пурте лайăх пĕлекен пиччĕшне — Геннадий Волков академике — ăшшăн аса илет. Шăллĕ — медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ Зиновий Волков та куç умне хăйĕн ырă кăмăлĕпе тухса тăрать. Ашшĕпе амăшĕ, тăван ял-йышĕ пирки чуна пырса тивекен сăмахсем тупнă вăл.
Ольга ФЕДОРОВА, кĕнеке редакторĕ:
«Хыпар», № 55-56(27488-27489).
24.05.2019.