Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ашшĕ-амăшĕ валли ‒ сĕнÿсем

07 июня 2019

Ачасен пурнăçне сыхласа хăварас, пепкене пăхнă чух час-часах тăвакан йăнăшсенчен асăрхаттарас тĕллевпе Чăваш кĕнеке издательстви ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствипе пĕрле çĕнĕ проект пурнăçа кĕртрĕ. Нумай пулмасть «Ачасене упрăр!», «Берегите детей!» брошюрăсем чăвашла тата вырăсла пичетленсе тухрĕç. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ валли хатĕрленĕ.
Брошюрăра пĕлтернĕ тăрăх, йĕркене пăхăнманнипе Чăваш Енре çулсерен 15 пепке вилет. Хăрушлăха хăй тĕллĕн сирсе яма кăкăр ачи ытла та пĕчĕк. Ачан пурнăçĕшĕн аслисем яваплă, шел те, пепке вĕсен айăпне пула инкеке лекет. Чылай чухне çамрăк ашшĕ-амăшĕ ачана пăхнă чух асра тытмалли ансат япаласенех пĕлмест е асăрхаттарусене çăмăлттайла йышăнать.
Брошюрăри канашсене кĕске те ансат чĕлхепе çырнă. Сĕнÿсем пепке пурнăçĕн пур енне те çутатса параççĕ. Тĕслĕхрен: «Апатпа пĕрле çăтнă сывлăша ачан кашнинчех какăрса кăлармалла. Çавăнпа пепкене пĕр хушă тÿрĕ тытмалла, çитернĕ хыççăн нихăçан та тÿрех вырттармалла мар». Е тата: «Ачан хăйĕн кравачĕ çинче кăна çывăрмалла! Ачан краватьне ăшă батарейи тата ăшăтмалли хатĕрсем çумне лартма юрамасть! Пепкене çурăм çине вырттарнă чух пуçне айккинелле пăрăр».
Тепĕр чухне çитĕннисем кăкăр ачине аслăрах ывăл-хĕрпе хăвараççĕ. Пепкене пăхма ытти ачана шанма, килте пĕччен хăварма юрамасть!
Кăларăмра васкавлă службăсен телефонĕсене панă. Унта чи кирлĕ сĕнÿсене тупма пулать. Çавăнпа та «Ачасене упрăр!» брошюра ашшĕ-амăшне пысăк пулăшу кÿрĕ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
«Пурнăç çулĕпе», Элĕк районĕн хаçачĕ, № 41 (11858).
07.06.2019.