Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ăса вĕрентекен хайлавсем Ăса вĕрентекен хайлавсем

01 августа 2019

Ачана кĕнекепе туслаштарас тесен чи малтанах аслисен хăйсен вуламалла. Хайлавсене пĕрле шĕкĕлчени хăйĕн çимĕçне илсе килетех — ача анлă тавра курăмлă, нумай пĕлекен пулса çитĕнет. Мĕнле кĕнеке сĕнет паян çемье вулавĕ валли республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотекин тавра пĕлÿпе наци литературин уйрăмĕн ертÿçи Эвелина Малеева? Ăна сăмах парар:
— Геннадий Волков педагог, çыравçă ятне пурте пĕлеççĕ, унăн сумлă ячĕ литературăра та палăрса тăрать. Вулакансен асĕнче вăл Кашкăр Хуначи ятпа юлнă.
2005 çулта Геннадий Никандровичăн «Асанне калавĕсем» кĕнеки кун çути курнăччĕ. Унти хайлавсем çитĕнекен ăрăва ăс парассипе, тÿрĕ те ырă чунлă пулма вĕрентессипе палăраççĕ.
«Аслă ача», «Аçу-аннӳ хисепре пулччăр», «Ват çын — тăват çын» калавĕсенче те кил-йышпа лайăх пурăнасси, ваттисене хисеплесси, ĕçе юратасси тĕпре. Кĕнекери «Хурама хули» тата «Кăркăстанри салма яшки» очерк та шухăша путма хистеççĕ.
Авторăн «Кил илемĕ» кĕнекине те çемьепе вулама сĕнĕттĕм. Хайлавĕсем ансат сюжетлă, çăмăл чĕлхеллĕ. Вĕсем ăса вĕрентеççĕ, пурнăçăн тĕрлĕ енĕсене, çав шутра тӳнтерлĕхĕсене те уçса параççĕ. Кĕнекесемпе паллашнăçемĕн чунра тĕлĕнмелле улшăнусем пулса иртнине сисетĕн. Хăвна хайлавсенче сăнарласа кăтартнă пĕчĕк ача пек те, ватă çын вырăнĕнче те туйса илетĕн. Унти ĕçсем, сăнарсем, шухăшсем пурнăçăн чи савăк тапхăрне — ачалăха — илсе каяççĕ. «Кил илемĕ» ят «чун илемĕ» тенипе пĕр килет иккен.
«Тантăш», № 30(4648).
01.08.2019.