Аньăран тĕслĕх илесчĕ
25 апреля 2019
Эпĕ Вăрмарти ача-пăча библиотекине час-часах çуретĕп. Ку хутĕнче вулавăшран «Десять Аниных секретов. Аньăн вунă вăрттăнлăхĕ» кĕнекепе таврăнтăм. Киле çитсен шкул сумкинчен туртса кăлартăм та вулама пикентĕм. Автор Аня ятлă ырă та ăслă-тăнлă хĕрача çинчен каласа кăтартать. Унăн вăрттăнлăхĕсене вуласа тухнă хыççăн манăн та çакăн евĕр хĕрачапа туслашас килчĕ. Вăл пурне те юратать, çут çанталăкри пур пулăмшăн та савăнма пĕлет, хĕрхенмелле тĕк хĕрхенет те. Хăй пĕчĕк пулин те чĕри пысăк. Унăн çемйи те кăмăла кайрĕ. Телейлĕ çитĕнет вăл, ашшĕпе амăшĕ ăна çав тери юратаççĕ, ахальтен мар вăл тĕнчене асамçăлла курать.
Ку кĕнеке мана питĕ килĕшрĕ. Кĕнекере илемлĕ ÿкерчĕксемпе усă курнă. Аня миçе çултине кăтартман, апла пулин те шухăшĕпе, ăсĕпе, ÿкерчĕксем çинче сăнланă тăрăх вăл мана 10 çулти хĕрача пек туйăнать. Уйрăмах мана Аньăн 6-мĕш вăрттăнлăхĕ çывăх пулчĕ. Вăл та ман пекех шăллĕ çинчен ĕмĕтленет. Пурнăçлантăр тесен мĕн тумалла-ши? Шанмалла, тÿсĕмлĕн кĕтмелле… Мана та аттепе анне юратаççĕ, шăллăм парнелеме эпĕ вĕсене пĕрре кăна мар ыйтнă. Манăн ĕмĕт пурнăçланчĕ. Пирĕн çемьере йыш хушăнчĕ. Кирилл ятлă шăллăм çуралчĕ. Çапла, ĕмĕтсем пурнăçланаççĕ.
Володя МИХАЙЛОВ, 4-мĕш класс.
Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкул.
«Тантăш», № 16/4634/.
25.04.2019.