Александр Артемьев повеçĕсем — çĕнĕ кĕнекере
23 августа 2019
Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче пирĕн ентешĕн — чăваш халăх писателĕн Александр Артемьевăн «Пĕрле тÿснĕ тантăшсем» кĕнеки кун çути курнă. Кунта авторăн «Алтăр çăлтăр», «Симĕс ылтăн» тата «Юлашки юрă» повеçĕсем кĕнĕ. Вулакансем А.Артемьев хайлавĕсемпе паллашнăçем тăван чĕлхе илемне туйма, çивĕч сюжетсемпе паллашма, философилле темăсем тавра шухăшлама пултараççĕ. Пурăннă чух автор хăйĕн хайлавĕсене пичете тухнă хыççăн та пĕрре кăна мар тÿрлетÿсем кĕртнĕ.
«Пурнăç çулĕпе», Элĕк районĕн хаçачĕ, / 63/11880/.
23.08.2019.