Корзина
(пусто)
(0 руб.)

АЧАСЕН КУÇĔПЕ

25 апреля 2019

Çĕнĕ çул юмахĕ
Ача-пăча библиотекине кайсан Наталья Васильева çырнă кĕнеке алла лекрĕ. Киле çитсенех эпĕ ăна вуласа тухрăм. Икĕ чĕлхепе çырнă кĕнекене ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ тата тĕрлĕ тетте хатĕрлемелли уйрăм страница та пур. Ачасем хаваспах ку ĕçе пикенеççĕ. Мана та кăмăла каять.
«Çĕнĕ çул юмахĕ» хăйĕн асамлăхĕпе тыткăнларĕ. Вуланăçемĕн хамăн та юмах тĕнчине кайса курас кăмăл çуралчĕ. Юмахри ĕç-пуç пĕтĕмпех Дашăн тĕлĕкĕнче пулса иртет. Кунта пурте пĕлекен симĕс Чăрăш, Хĕрт-сурт, Ашапатман карчăкпа Хĕл Мучи тата ытти сăнар тĕл пулаççĕ. Юмах тĕрлĕ сăнар калаçăвне итлесе вĕсем мĕн шухăшлă пулнине пĕлме, асамлă тĕнчери илеме курма, ырăпа усала уйăрма вĕрентет.
«Çĕнĕ çул юмахĕ» чăн та кăсăклă. Вуланă май тĕп сăнарсемшĕн те пăшăрханатăн, вĕсемпе пĕрле çак асамлă тĕнчере те пулса куратăн. Вăл ырă кăмăллă, туслă, тимлĕ пулма вĕрентет, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма хистет.
Саша ЯКОВЛЕВ, 9 çулта.
Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкул.
«Тантăш», № 16/4634/.
25.04.2019.