Ачана чăвашла кĕнеке парнеле
10 апреля 2019
Апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 25-мĕшĕччен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пуçарăвĕпе «Ачана чăвашла кĕнеке парнеле» ыркăмăллăх акцине пĕрремĕш хут ирттереççĕ.
Чăваш чĕлхин кунне (апрелĕн 25-мĕшĕнче, çутта кăларакан мухтавлă Иван Яковлев çуралнă кун) халалланă ыркăмăллăх акцине ирттересси çинчен Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ А. Егорова пуçарупа тухнă.
«Ачана чăвашла кĕнеке парнеле» акци ирттернĕ кунсенче Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем чăваш чĕлхин пуласлăхĕшĕн шухăшлакан мĕнпур çынсене шкул çулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене çÿрекен ачасене, шкул ачисене, нумай ачаллă çемьесенчи ачасене чăвашла çырнă кĕнекесем парнелеме чĕнеççĕ.
«Чăваш Енре пурăнакан халăхăн 67 проценчĕ ‒ чăвашсем. Çавăнпа пирĕн тăван чĕлхемĕре, пирĕн йăли-йĕркесемпе культурăна упраса хăвармалли пĕр меслет кăна пур ‒ ачасене чăвашла калаçма, чăвашла çырнă кĕнекесем вулама вĕрентмелле», ‒ ăнлантарса парать А. Егорова.
Шел пулин те, ача сачĕсен воспитателĕсен тата шкулти вĕрентекенсен сăмахĕсем тăрăх, пирĕн районта та ашшĕ-амăшĕ чăвашла калаçакан, анчах ачисем чăвашла калаçман çемьесем сахал мар.
Çавăнпа район хаçачĕн редакцийĕ вырăнти депутатсене, чиновниксене тата ÿрĕк-сÿрĕк мар çынсене акцие хутшăнма, ачана чăвашла кĕнеке парнелеме чĕнет.
«Ĕç ялавĕ», Етĕрне район хаçачĕ, № 25(11645).
10.04.2019.