Зоя Нестеровăн «Ванюш курнă тĕлĕнтермĕшсем» кĕнеки пичетленсе тухрĕ
15 декабря 2022
Хăш-пĕр литература хайлавĕ çулсем иртсен те кивелмест, вулакана кăсăклантарма пăрахмасть. Мĕнре-ши вĕсен вăрттăнлăхĕ? Ахăртнех, хайлавсен илемлĕ чĕлхинче, авторсем ĕмĕрхи ыйтусене хускатнинче. Çавăн пек паха произведенисем Чăваш кĕнеке издательствинче çулсеренех «Кивелми кĕнеке» ярăмпа пичетленсе пыраççĕ.
Нумаях пулмасть Зоя Нестеровăн «Ванюш курнă тĕлĕнтермĕшсем» юмахĕ кун çути курчĕ, анчах пирвайхи хут мар. Хайлав пĕрремĕш хут 1987 çулта вулакан патне çитнĕ. Унтанпа самай вăхăт иртнĕ. Тен, чылай библиотекăра ку кĕнеке çук та пулĕ. Ăна В.П. Авраменко илемлетнĕ, çĕнĕ кăларăма – С.А. Бритвина. Ӳкерчĕксем юмаха чăннипех те пуянлатаççĕ, сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççĕ.
Кĕнекери мĕнпур мыскара Ахванеç мучирен пуçланать. Хăй аякран пăхма типшĕм пĕчĕк старик çеç. Кăмăлĕпе тĕлĕнмелле ырăскер, вĕтĕр-шакăра тараватскер. Ача-пăчана хăй патне чĕнсе илет те тытăнать халап çаптарма. Ĕненмелле мар япаласем çинчен хăй куçĕпе курнă пек каласа парать иккен. Юмах итлеме юратман ача пур-и вара?
Акă Ванюш та пултаруллă кӳршишĕн каçсах каять. Ун шухăшĕпе, Ахванеç мучи – ахаль çын мар, чăн-чăн асамçă. Паллах, арçын ача кун çинчен тантăшĕсене шарламасть, анчах эсир вĕсен вăрттăнлăхĕсемпе Ванюш курнă тĕлĕнтермĕшсем çинчен вуласа пĕлме пултаратăр. Таçта та çитет арçын ача, такампа та тĕл пулать. Çĕленсемпе те кĕрешме тивет унăн, телей чечекĕ шырама та, Чике старикпа пуплеме те, Ухмах Йăванпа пĕрле нумай пуçлă драконсемпе çапăçма та.
Кăштах авторпа та паллаштарас килет вулакансене. Зоя Алексеевна Нестерова 1925 çулхи раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче çуралнă. Упири вăтам шкулта, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Комсомольски районĕнчи Чурачăкри тата Красноармейски районĕнчи Упири вăтам шкулсенче ĕçленĕ.
1957 çулта З.А. Нестерова Магадан облаçне пурăнма куçса кайнă. Ягодное ятлă район центрĕнче çирĕм çул хушши ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пенсие тухсан çемйипе Чăваш Республикине каялла таврăннă. Çыравçăн малтанхи калавĕ «Пирвайхи юрату» ятпа 1957 çулта «Ялав» журналта пичетленнĕ.
Зоя Нестерова 1995 çулта Раççей Федерацийĕн Писательсен союзне кĕнĕ. Ачасем валли çырнă паллăрах кĕнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ванюш курнă тĕлĕнтермĕшсем» (1987), «Ылтăн пĕрчисем» (1991), «Тăватă асамçă» (2005), «Кил хуралçи» (2006). Çыравçă 2013 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
Зоя Нестеровăн «Ванюш курнă тĕлĕнтермĕшсем» кĕнеки пĕчĕк вулакансене килĕшессе шанса тăратпăр.