Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Зинаида Ивановăн «Пчелка. Пыл хурчĕ» кĕнеки кун çути курчĕ

10 августа 2023

Чăваш кĕнеке издательствинче тин кăна чăн-чăн çуллахи кăларăм пичетленсе тухрĕ – «Пчелка. Пыл хурчĕ». Унăн авторĕ – Зинаида Иванова. Ăна вырăсла тата чăвашла кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ.

Зинаида Ивановнăн хайлавĕсене чăвашла куçараканĕ – Ольга Австрийская. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Наталья Васильева. Кĕнекене икĕ юмах – «Пыл хурчĕ» тата «Икĕ улмуççи» – кĕнĕ. Вĕсене автор мăнукĕсене – Федорпа Надеждăна – халалланă. Хайлавсенчи сăнарсем пĕчĕк вулакансене ĕçчен те тавçăруллă пулма, çутçанталăк илемне курма вĕрентеççĕ.
Вĕлле хурчĕсем ĕçчен пулнине, пыл тăвассишĕн ырми-канми шăрка тусанĕ пухнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Хальччен кам курнă кахал пыл хуртне? Кăларăмри пĕрремĕш юмахра вара шăпах çавăн евĕрлĕ нăрăлккапа паллашма пулать. Нихăçан та ирпе ирех тăман вăл, вырăн çинче йăраланса выртма юратнă. «Амăшĕ ирсерен тутлă шăршăллă уçланкăсене вĕçсе çаврăнма, самаях чечек тусанĕ пухма, килне таврăнса хĕрне тăрантарма ĕлкĕрнĕ». Хĕрĕ ырă енне улшăнасса çав тери шаннă тăрăшуллă пыл хурчĕ. Анчах кун хыççăн кун иртнĕ, шанăç тӳрре тухман.
Пĕррехинче вара наян пыл хурчĕн пӳлĕмне сип-симĕс çунатлă илемлĕ йĕп вăрри вĕçсе кĕнĕ. Ку тĕлпулу тĕп сăнара мĕнлерех витĕм кӳнĕ-ши?
«Икĕ улмуççи» юмах икĕ йывăç çинчен каласа парать. «Пĕремĕш улмуççи кашни çуркунне хӳхĕм çурăлнă, кĕркунне темĕн чухлĕ пан улми тухăçĕ кӳнĕ. Иккĕмĕшĕ нихăçан та çеçке çурман, улмисем те ун çинче курăнман, мĕншĕн тесен ку улмуççи юнтармăш пулнă...» Çĕрлехи пĕр пулăм пăхăнтарма юратакан йывăçа шухăша путма хистет. Çакăн хыççăн пахчаçă та шалт тĕлĕнет: мĕншĕн-ха иккĕмĕш улмуççи нимĕн те шарламасть, ыйтмасть? Тен, вăл чирленĕ? Тĕрĕссипе мĕн пулса иртнине вулакансем кĕнекепе паллашсан пĕлейĕç.

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Зинаида Иванова_Пчёлка (1) Пчелка_page_22 Пчелка_page_16 Зинаида Иванова-1 Пчелка_page_26