Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Юрий Исаевăн кĕнеки пичетленсе тухрĕ

26 июня 2023

Тин кăна Чăваш кĕнеке издательствинче Юрий Исаевăн «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ.

 

Редакторĕ – Владимир Степанов, ӳнерçи – Дмитрий Литаврин. Тиражĕ – 800 экземпляр. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2022 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ.
Юрий Исаев – филологи наукисен докторĕ (2016), Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ (2015). Вăл 1969 çулта Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралнă. 1987–1989 çулсенче Совет çарĕнче хĕсметре пулнă. 1990 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Вĕрентӳ тытăмĕнче тĕрлĕ яваплăхра тăрăшнă – Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ те пулнă.
Юрий Николаевич республикăри хаçат-журналта тĕрленчĕксем, заметкăсемпе статьясем пичетленĕ. Литература каçалăкĕнче 50 çула çитес умĕн тĕплĕ ĕçлеме пуçланă. 2019 çулта унăн «Картсем» ятлă калавсен пуххи пичетленсе тухнă. Ю. Исаевăн хайлавĕсем Шупашкар, Мускав, Тирасполь хулисенчи литература журналĕсенче кун çути курнă. Вĕсенчен чи сумлисем Раççейри халăхсен «Художественная публицистика» антологийĕнче Мускавра пичетленнĕ (2021).
«Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кĕнекери хайлавсем пурнăç пулăмĕсене çутатаççĕ, туслăхпа юрату, ырăпа усал ыйтăвĕсене тишкереççĕ, ĕçе тата çутçанталăка юратма, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентеççĕ. Кăларăмăн пĕрремĕш пайне калавсем кĕнĕ. Унти геройсем пурнăç тути-масине ĕçре туптанса, туслăхпа хавхаланса туйма хăнăхаççĕ, чунпа тата ăс-тăнпа çирĕпленеççĕ. Хайлав пуххин иккĕмĕш пайĕнче – асаилӳ тĕрленчĕкĕсем, вĕсем ачалăхри асамлă самантсене, паянхи пурнăç енĕсене сăнарлаççĕ. Унти геройсем – авторпа пĕр ял çыннисем, унăн тăванĕсем, тусĕсем. Тĕрленчĕксем самана чуппине кăтартаççĕ, пурнăç хаклăхĕсемпе йывăрлăхĕсем пирки шухăшлаттараççĕ.

 

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Юрий Исаев Юрий Исаев-Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем