Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романăн иккĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ

29 июля 2024

Кирек мĕнле писатель те çырать, чунне канăçсăрлантарнине хут çине кăларать. Хайлав вулакан патне çитсен хăй пурнăçĕпе пурăнма пуçлать. Пĕрне асăрхасах та каймаççĕ; теприне ырлаççĕ, анчах вăхăт иртнĕçем ăна тусан витет, мухтав сăмахĕсем манăçаççĕ; виççĕмĕшĕ вара чăваш литературин ылтăн çӳпçине кĕме тивĕç пулать, самана улшăнсан та хăй пĕлтерĕшне çухатмасть вăл, мĕншĕн тесен ĕмĕрхи ыйтусене хускатать. Çавăн пек кивелми произведенисен шутне кĕрет те Алексей Афанасьевăн «Юманлăх çулçă тăкмарĕ» романĕ. Чăваш Республикин наци библиотеки хатĕрленĕ «Вуламалли 100 кĕнеке» списока та ахальтен лекмен вăл. Вулакансем ыйтнипе Чăваш кĕнеке издательстви ăна тепĕр хут кăларма йышăннăччĕ. Пĕлтĕр пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнăччĕ, нумаях пулмасть иккĕмĕшĕ пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – Надежда Вечеркина, ӳнерçи – Наталия Орлова. Тиражĕ – 1000 экземпляр.

Кăларăм авторĕ – Тутарстанри Потап-Тăмпăрлă ятлă чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ Алексей Афанасьев прозаик, поэт тата куçаруçă. Вăл вырăсла та, удмуртла та лайăх пĕлнĕ, çамрăк чух шкулта ачасене удмурт чĕлхине вĕрентнĕ. 1943 çулта Алексей Афанасьев Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, Карелие нимĕçсенчен хăтарнă çĕре хутшăннă. Паттăрлăхĕшĕн III степеньлĕ Мухтав орденне тата медальсене тивĕçнĕ. Каярахпа вăл Павлă районĕнчи вырăсла тухса тăракан хаçат редакторĕ пулнă. «Нарспи» поэмăна, «Айтар» драмăна тата ытти хăш-пĕр произведение удмуртла куçарнă.

Роман вулакана тӳрех туртса кĕрсе каять тенĕччĕ пĕрремĕш кĕнеке пирки. Иккĕмĕшĕнче те палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасть автор: геройсем вăрçă хирĕнче-и, ялта-и – кашнин ĕç-хĕлне, чун тăрăмне ĕненмелле кăтартса парать. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан Çĕпĕртен Тăмпая – чăвашсемпе удмуртсене пĕрлештерсе тăракан яла – таврăннă Хура Çимун вăй-халне шеллемесĕр колхозра тăрăшать, завхоз тивĕçĕсене пурнăçлать. Анчах ăна тапăнакансем, ура хурас текенсем, элек саракансем тупăнсах тăраççĕ. Юрать-ха, Архип Григорьевич Григорьев колхоз председателĕ те, Мария Тимофеевна ял совет председателĕ те ялан ун майлă, ентешĕ таса чунлă пулнине пĕлеççĕ, туяççĕ.

Мăшăрĕ çапăçура пуç хунă тесе хурланса пурăнакан Мария Тимофеевна кĕтмен çĕртен савăнăçлă хыпар илет – Микулай чĕрĕ иккен. Ăна Хĕветĕр Сивелькинпа Хура Çимун ывăлĕ Виталий, госпитальте сипленекенскерсем, ăнсăртран тĕл пулнă. Тăван ял çыннине кăнтăрти çĕршывра курни хăех пысăк тĕлĕнтермĕш! Тулĕк арăмĕпе икĕ хĕрĕ, амăшĕ патне мĕншĕн пĕр йĕрке те çырман-ха Николай Дегтярев? Килне таврăнма мĕншĕн васкамасть вăл? Сăлтавĕ пур-мĕн...

Ялта тĕрлĕ шухăш-кăмăллă çын пурăнать. Пурте фронтшăн, халăх ырлăхĕшĕн талпăнмаççĕ çав. Юмăç Уканьпе Кулюкка тăлăх арăм хăйсемшĕн кăна ăшталанма хăнăхнă, бригада ĕçне те тухасшăн мар вĕсем. Çав хушăрах ыттисем пирки сас-хура сарса çӳреме, килпетсĕр ĕç тума хастар. Ял-йышпа пĕрле пулас чухне вĕсем лаçра выльăх-чĕрлĕх пырши вĕретсе лараççĕ: супăнь тăвасшăн имĕш. Мария Тимофеевна шăпах Кулюккапа калаçнă хыççăн чĕрепе аптăраса ӳкет, ял совет председательне пульницана леçеççĕ. Нихăçан такăнмасла «сикет» Кулюкка, никам та чараймасть тейĕн ăна. Путсĕр хĕрарăм НКВДра ĕçлекен Потапов патне те çитет. Вĕрен тем чул явăнсан та пĕрех вĕçĕ пулать, ун тĕлне те «инкек» тупăнать.

Пач кĕтмен çĕртен Тăмпая Хурчка Иллисен Власĕ Хусантан килсе çитет. Сакăр çул таçта çухалса çӳренĕскер яла сĕрме купăс каласа пырса кĕрет. Кĕç трактор шанса параççĕ ăна. Литваран эвакуаци йĕркипе килнĕ Соньăна куç хывать Влас, пике Ваççана килĕштернине те пăхмасть. Хĕр çавăрма хайхи сĕрме купăсçă Кулюккаран пулăшу ыйтать. Тăлăх арăм мĕнпе усăллă пултăр ĕнтĕ? Куна пĕлес тесен романа вуламалла.

Хумкка мучипе Хвекла кинемей, ыттисем пекех, вăрçă пĕтессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Фашистсене çапса аркатсан ывăлĕ Иван килне таврăнĕ, пĕччен мар – пулас мăшăрĕпе, Олеся ятлăскерпе. Хальлĕхе вара савнисем тĕрлĕ çĕрте çапăçаççĕ, ватăсем ялта кун кунлаççĕ, пăшăрханăвне, чир-чĕрне пăхмасăр уй-хирте тăрмашаççĕ.

Фронтра салтакăн аслисем хушнине пурнăçламалла, паттăрлăх кăтартмалла. Ивана тăшман тылне «чĕлхе» тытма яраççĕ. Йăлт ăнăçлă йĕркеленсе пырать темелле, Олесьăна та тĕл пулать чăваш каччи. Анчах вăрçăра кирек хăш самантра та тем те сиксе тухма пултарать. «Çук, тăван вăрман аташтармĕ те, çăтса та ярас çук хамăр салтака. Усал тăшманран çăлса хăварма, вилĕмрен хăтăлма пулăштăр, вăй-хăват патăр. Тăван çĕр çинче ӳссе сарăлнăскер, тăван çĕрпе тӳпене юратаканскер, аслă вăрман паттăр салтаксене юман пек çирĕп пулма телей пиллетĕрех!» – Чĕре пăчăртанмалла çырса парать автор.

Вуланăçем пархатарлă сăнарсемшĕн чăннипех пăшăрханатăн, вĕсене тивлет сунатăн, чыссăррисене тăрă шыв çине кăларас килет. 1944 çул вĕçленсе пынă май геройсем тăшман вăйсăрланнине туяççĕ. Çутă пуласлăха çывхартас тесе пурте пĕрле кар тăрса вăй хураççĕ: кам ялта, кам фронтра. Тăмпай çывăхĕнче нефть тупса палăртаççĕ. Эппин, ăна уçласа кăларма вышкăсем лартмалла. Вырăнти халăх кунта та хастар хутшăнать. Тăван çĕршыва «хура ылтăн» кирлĕ-çке! Тăнăç пурнăç çывхарса килни пур çĕрте те сисĕнет. Çак шанăçпа вĕçленет иккĕмĕш кĕнеке. Виççĕмĕшне чăтăмсăррăн кĕтĕпĕр.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге


Галерея

Алексей Афанасьев-Юманлăх çулçă тăкмарĕ-2 Алексей Афанасьев